Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнсан (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ ҫулӗсене, палланӑ вырӑнсене асӑнсан, Антонов куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӑван ялне асӑнсан, Чукило пӗр хушӑ куҫне хупса выртрӗ, вара каллех калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Автей ятне асӑнсан пурте сурса кӑна иртсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан ятне асӑнсан калаҫу тата ытларах хӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей вилнӗренпе виҫҫӗмӗш кунне асӑнсан чунӗсем кӳтсе ҫитнипе тӗкӗрҫӗсем мӑрса патне, вӑл пурӑнакан ҫӗре каяс терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кай, асӑнсан кӑмӑл пӑтранать.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ Ухтиван ятне асӑнсан вӑл сывлама чарӑнсах итлеме тытӑнчӗ.

Когда отец упомянул имя Ухтивана, дышать даже перестала.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Туйӗ тавра ял-йышсем Кӗпӗртетсе тӑраҫҫӗ; Ваттисене асӑнсан, Хӗр кайнине сӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ытла та чунӗ салхулланчӗ, Тӑван яла халь асӑнсан.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мӗн чухлӗ туса илнине асӑнсан, кулса кӑна ирттерсе ярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апат пирки асӑнсан пӗр карчӑкӗ Патрик арӑмӗн ҫурчӗ еннелле алӑ сӗлтрӗ, вӑл тутлӑ пӗҫерекен, ҫавӑнта кайсан лайӑхрах пуль тесе хушса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Патирек хӑйӗн ятне асӑнсан шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пин ҫын ятне асӑнсан та — тӗрӗс калас ҫук, — терӗ кула-кула.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Соньӑн чӗри «темшӗн» картах сикрӗ Миша Тоня ятне асӑнсан.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлова хушаматне асӑнсан, Петровский шанчӑклӑ ҫын пулнине ӗненчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ленин темӗнле тетраде асӑнсан, Свердлов хӑйӗн кӗсйинчи алҫырӑвӗ пирки аса илчӗ, анчах хальхинче те ӑна Ленина парса хӑварма хӑяймарӗ.

При этом упоминании Лениным какой-то тетрадки Свердлов вспомнил о своей рукописи в боковом кармане, но и на этот раз не решился передать ее Ленину.

11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Сӑмах май асӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсем ҫинчен каласа панисене аса илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ халӗ вӗсен ҫитменлӗхӗсене ҫав териех шеллесе сыхланине, хам ҫӗршыв ҫыннисен пурнӑҫӗпе йӑлисене лайӑх енчен ҫутатса пама тӑрӑшнине уҫҫӑнах туйса илме пуҫларӑм.

Впрочем, вспоминая сейчас все, что я говорил о моих соотечественниках, я с удовольствием вижу, насколько я щадил их недостатки и как настойчиво старался изобразить их жизнь и нравы в самом выгодном освещении.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн чаплӑ ҫынсемпе улпутсем вӑхӑта ирттермелли йӑпану-савӑнусен шутӗнче эпӗ ашкӑнчӑк вӑйӑсене те асӑнсан, король тӗлӗнсе ӑнтан кайрӗ.

Короля поразило, что в числе развлечений, которым предается наша знать и наше дворянство, я назвал азартные игры.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Калама ҫук пысӑк вӑй хума кирлӗ пулнине кӗскен кӑтартса парас тесен ҫакна асӑнсан та ҫитет: вырӑссен Тарутиноран 110000 ҫынпа тухнӑ теп ҫарӗ Вильно хулине 40000 кӑна пырса ҫитнӗ.

Чтобы вкратце очертить огромный масштаб требовавшегося напряжения, достаточно будет указать на то, что главная русская армия, выступившая из Тарутина в числе 110 000 человек, дошла до Вильно в составе 40 000.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Валя хӑй палланӑ ҫынсен шутӗнче рейхскомиссариат сотрудникӗсене кӑна мар, гестапо сотрудникӗсене те асӑнсан, Кох ҫырлахнӑ пулас.

Когда Валя назвала в числе своих знакомых не только сотрудников рейхскомиссариата, но и гестапо, Кох, видимо, был удовлетворен.

Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех