Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь тӑшманӑн шӑпи тулчӗ, Халь кӗтет ӑна масар, Халӗ пирӗн аслӑ, ҫутӑ Ҫӗнтерӳ те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Эпир яланах хӗрӳн Пӗлсе тӑнӑ чунпала — Таса, аслӑ ҫӗнтерӳ Пирӗнте вӑл пулмалла!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ҫӗрӗ-шывӗ унта ытла аслӑ та, вӗсен малаллахи пурнӑҫ ҫулӗ ҫавӑнта ҫухалать.

Просторы Сибири бескрайни, и жизненный путь лих людей затерялся в них бесследно.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е 1812 ҫул аслӑ вӑрҫа тухса кайнисенчен чӗрӗ юлнисем киле таврӑнни-и?

А может быть, это было влияние героев, вернувшихся живыми с войны 1812 года?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑшман пирӗн аслӑ тӑван киле — Раҫҫее «урӑхла» тапӑнса кӗнӗ пулнӑ, уншӑн ӑна явап тыттармалла.

Коль враг напал на нашу родину, ему следует за это отомстить, заставить за все ответить.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьевран чылай аслӑ вӑл.

Но он гораздо старше Григорьева.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Майӗ те ҫук ӑна аса илмесӗр хӑварма: вӑл 1812 — 1814 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗ, Парижа штурмланӑ ҫӗре хутшӑннӑ чӑваш, унтер-офицер, пилӗк хут ӑна наградӑсемпе паллӑ тунӑ; ун ячӗ Шурча вӑрҫин историйӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ.

Да это и невозможно: в 1812 — 1814 годах он, храбрый воин, участник взятия Парижа, пять раз отмеченный за свои подвиги, позднее оказался накрепко связанным с историей Акрамовской войны.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев Василисен ашшӗ-амӑшӗ чухӑн ҫынсемех пулман курӑнать, Василирен тӑваттӑра юлнӑ ун аслӑ ывӑлӗ Иван, Етӗрне хулинчи вырӑс шкулӗнчен вӗренсе тухса, ҫитӗнсе, салтак служби шучӗпе Питӗрти пӗр ҫар штабне ҫыруҫа вырнаҫма пултарнӑ-ҫке.

Очевидно, родители Василия Григорьева были людьми небедными, потому как старший из четырех его сыновей Иван сумел окончить в Ядрине русскую школу и в счет солдатской службы устроился писарем в одном из военных штабов в Питере.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ял кӳлли аслӑ тенӗ.

— Деревенское озеро большое.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн килӗшнӗ-ши Микулая хӑйӗнчен аслӑ Клавье ҫумӗнче?

Надо узнать, чем она обольстила Мигулая.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Тавралӑха сарӑлнӑ пӗр хӑрушӑ чир хыҫҫӑн вӗсем килте тӑваттӑн тӑрса юлнӑ: аслӑ пиччӗшӗсем икӗ пиччӗшӗ те улттӑри Уккапа виҫҫӗри шӑллӗ.

…После страшной болезни, которая унесла родителей, они остались вчетвером: два старших брата, шестилетняя Укка и младший братишка трех лет.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сире эпӗ, пирен аслӑ ҫыннӑмӑра, пӑлхавсене мӗнле те пулин хальтерех пусарсан, ӑна урӑх ҫӗрелле сарӑлма памасан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ теме хӑятӑп.

Смею вам, уважаемому товарищу, советовать: чем быстрее мы подавим бунтовщиков, тем самым не позволим им расшириться дальше.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев Василин ывӑлӗ тӗп хулари пӗр ҫар штабӗнче писарьте ӗҫленӗ-мӗн те, ашшӗ, ахӑртнех, унти аслӑ пуҫлӑхсем патне (тен, патша патнех?) кӗме ывӑлӗ пулӑшасса шаннӑ пуль.

и, возможно, Григорьев согласился бы на эту поездку с тем, чтобы повидаться с сыном — тот работал штабным писарем в одной из воинских частей.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Во многих казенных деревнях «земляные яблоки» сажались гораздо прежде картофельного террора, — тесе ҫырнӑ вырӑссен аслӑ писателӗ А. И. Герцен хӑйӗн «Былое и думы» ятлӑ асаилӳсен кӗнекинче.

«Во многих казенных деревнях «земляные яблоки» сажались гораздо прежде картофельного террора, — писал великий русский писатель А.И. Герцен в книге воспоминаний «Былое и думы».

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аслӑ ӗмпӳ хушнине итлемесен сире пӑлхавӑр тӑваҫҫӗ тесе айӑплӗҫ терӗм.

что царь может прогневаться и обвинит вас в бунтарстве.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кампа, Каҫҫан пиччепе-и? — тет Каҫҫанран икӗ хут аслӑ хур сухал.

— Это с кем? С Касьяном, что ль? — удивился чернобородый здоровяк, в два раза, пожалуй, старше Касьяна.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпир — аслӑ халӑх, хамӑр, магнит пак, шӑкӑр-макӑр халӑхсене: чӑвашсене унта, ҫармӑссене, тутарсене — хамӑр еннелле туртатпӑр.

Мы — великий народ, а потому сами, как магнитом, притягиваем к себе мелкие народы, как вас, чуваш, черемисов, татар и прочих карликов.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ун пӳрчӗ ав ҫавӑ, аслӑ урам вӗҫӗнчи.

— Вон его дом-то, в самом конце улицы.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чӑвашсем аслӑ ҫулпа ҫӳреме юратмаҫҫӗ ҫав вӗсем.

— Чуваши не любят по большим дорогам ходить…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пур-ҫук тыр-пула ял халӑхӗ пуҫтаркаласа кӗнӗ, суха туса пӗтернӗ те, хир аслӑ тӳпе айӗнче пӗр-пӗччен халь.

Какой-никакой урожай убран, земля вспахана, и лежит под небосводом поле одно-одинешенько.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех