Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ ҫул каялла ӑна ял хуҫалӑх инспекцин аслӑ зоотехникӗ пулма ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Аслӑ пӗлӳ илнӗ специалистсем те сахал мар халь ялсенче.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мана чи малтанах вырӑссен аслӑ писателӗн портречӗ кӑсӑклантарчӗ: тен, хуҫи ӑна юратса вулать?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӗсем аслӑ ывӑлӗн анкартине тырӑ акатчӗҫ, хӑйсенне ҫӗр улми лартатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Аслӑ ывӑлӗпе кине вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайнӑччӗ; кӗҫӗнни вара темӗнле ҫар заводӗнче ӗҫлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӗл хырӑмӗ аслӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Яш чухнех руль умне ларнӑскер, хальхи вӑхӑтра аслӑ шкулӑн гараж пуҫлӑхӗнче тимлет, водитель-инструктор тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Ҫавӑн пекех Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫар тӗсӗсен уявӗсем тӗлне патриотла авточупусене тухнӑ, паттӑр ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене сума суса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хунӑ, халӑха концертсемпе савӑнтарнӑ, аслисене те, ачасене те спорт мероприятийӗсене йышлӑн явӑҫтарнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Акӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче стрелоксен 359-мӗш полкӗ тӑнӑ техникумра Асӑну хӑми уҫнӑ (пуҫаруҫи - Вячеслав Алексеев), пирӗн организаципе краеведени музейӗн директорӗ Елена Шарипова пуҫарнипе тата «Звездопад» общество ертӳҫи Владимир Яковлев пулӑшнипе 1958 ҫулта ТУ-104А самолет ӳкнӗ Ҫӗн Мӗлӗш ҫывӑхӗнчи уйра Асӑну стели лартма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Занятисене конкурспа суйласа илнӗ аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен ӑста преподавателӗсем, республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗн представителӗсем ирттереҫҫӗ - камран тата мӗн вӗренмелли чӑннипех пур.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ун пысӑк пайӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Вӑй илсе пырса ҫӗкленчӗ Пӗтӗм Аслӑ Пӑла ен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Канмалли кунсенче аслӑ ӳсӗмри тӑвансене кайса курӑр.

В выходные навестите старших родственников.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫук, хура пустав витнӗ пекех курӑнать пӗр тикӗс сухаланӑ аслӑ хир.

Нет, просторное поле с ровной пахотой выглядело, как черная суконная скатерть.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Аслӑ урам тӑрӑх вӗсем васкамасӑр утса хӑпарчӗҫ те Зоя пурӑнакан ҫурт умне ҫитсен, чарӑнса тӑчӗҫ.

Они медленно поднялись по главной улице и остановились у дома, где проживала Зоя.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Эпӗ кашни кунах ирхине хулан аслӑ урамӗнче Исакова тӗл пулатӑп.

Каждый день утром я встречаю Исакова на главной улице города.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан тата аслӑ шкулсенче вара вӗсен ӗҫне коммерциллӗ майпа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Конгресс хастарӗсем унта чӑваш литературин классикӗн К.В.Ивановӑн тата Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗсене халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри «Аслӑ Силпи ялӗнче…» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне йӗркелесси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ирсӗр тӑшмана ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ спорт уявӗн савӑнӑҫлӑ парадӗнче ҫӗршывӑн 49 регионӗнчен килсе ҫитнӗ 1200 ытла спортсмен хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Мункун умӗн эпир, шкул ачисем, аслӑ типӗ кӗллине ҫӳреме тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех