Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗсен (тĕпĕ: аслашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
XVII ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче ял Александр Пушкинӑн мӑн аслашшӗсен темиҫе ӑрӑвӗн аллинче пулнӑ, тата ӗлӗкрех вара вӑл Долгорукий кнеҫӗсен вотчини пулнӑ.

Во второй половине XVII века селом владели несколько поколений предков Александра Пушкина, а ещё раньше оно было вотчиной князей Долгоруких.

Лежнево (Иваново облаҫӗ) // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... %AB%D3%97)

Акӑ Ермолай та, карчӑкӗпе канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ывӑлӗсене мӑн аслашшӗсен йӗркипе асӑнма, авалхи йӗркепе палӑк лартма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗлпи ҫухалнӑ ҫул ҫапла пулнӑччӗ тесе аса илекенсем те тупӑнаҫҫӗ ватӑсем хушшинче: вӗсем халь мӑн аслашшӗсен мӑн аслашшӗсем каласа хӑварнине те хӑйсем курнӑ пек каласа пама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Мӗн калани пӗтӗмпех вӗсен пултарулӑхне туллин уҫса пама лайӑх майсем туса парассипе ҫыхӑннӑ, вӗсем историне аван пӗлекен, мӑн аслашшӗсен йӑли-йӗркине хисеплекен граждансем пулса ҫитӗнччӗр, тӗрлӗ йывӑрлӑха хирӗҫ тӑма пултаракан патриотсем пулччӑр.

Все сказанное выше направлено на создание благоприятных условий для их самореализации, чтобы они стали гражданами, знающими свою историю, чтящими традиции своих предков, были патриотами, способными противостоять любым вызовам.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Захар Петрович аслашшӗсен йӑлине ҫирӗп тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурнӑҫ тӳсме ҫук хӗсӗнсе ҫитнӗ пулнӑ пирӗн асаттесен аслашшӗсен.

жизнь крестьян от непосильных налогов и голода стала невыносимой.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашкинчен вӗсем тискерленсех ҫитнӗ, хӑйсен ашшӗсемпе аслашшӗсен тата хӑйсен ҫӗршывӗнчи чӗрчунсен ӑсне тӑнне ҫухатнӑ.

В конце концов они совсем одичали и утратили ту долю разума, которая была свойственна их прародителям и всем обитателям той страны, откуда они прибыли.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чӗррисене вилнисемпе танлаштарсан, ачин ачийӗсем хӑйсен аслашшӗсемпе мӑн аслашшӗсен ырӑ енӗсене намӑса кӑларнине пӗлтӗм, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ вӗсемпе нихӑшӗнчен те килӗшме пултараймарӑм.

Сравнив живых с покойниками, я не мог остаться равнодушным при виде того, как высокие добродетели предков опозорены их внуками.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем хӑйсен чаплӑ аслашшӗсен тивӗҫлӗ йӑхӗсем пулаҫҫӗ, лешсем хӑйсен паттӑрлӑхӗпе тупнӑ пур чапсемпе те пӗр улшӑнусӑр усӑ курса пурӑнаҫҫӗ.

Они являются достойными наследниками своих знаменитых предков и неизменно пользуются всеми почестями, какие те завоевали себе своей личной доблестью.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хальхи вӑхӑтра та ялти наци йышӗ улшӑнман — кунта тымар янӑ калманттайсенчен ытларахӑшӗ — хӑйсен мӑн аслашшӗсен пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине упракан чӑвашсем.

В современный период национальный состав села не изменился – подавляющее большинство коренных калмантайцев — чуваши, которые трепетно сохраняют исконные традиции жизни и быта своих предков.

Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html

Кусем ӗнте пӗрисем хӑйсен червонецӗпе, теприсем король хыснипе тата теприсем жидсен укҫипе, е аслашшӗсен замокӗсенчи мӗнпур пурлӑха сутса хӗҫпӑшалланнӑ.

вооружившейся кто на свои червонцы, кто на королевскую казну, кто на жидовские деньги, заложив все, что ни нашлось в дедовских замках.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Атриумра вучах тата аслашшӗсен кӗлеткисем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Аслашшӗсен авалхи карбованецӗсене!

Старые, дедовские карбованцы!

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Тӗлӗкӗнче вӑл ашшӗ, леш, ылханлӑ шаман хушнипе илсе кайнӑ «аслашшӗсен айлӑмӗнчен» таврӑннине курать; ашшӗ ӑна шӑппӑн ҫепӗҫ те ачаш сӑмахсем калать, ӗлӗкхи пекех, аллисем тӗлӗнмелле ӑшӑ унӑн.

Ему снилось, что отец вернулся из той проклятой «долины предков», куда его увезли по приказанию шамана; снилось, что отец снова шепчет ему что-то ласковое, нежное, а руки его, как и прежде, удивительно теплые.

Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сыпӑнса каять вара Иван Гавриловичӑн йӑх тӑсӑмӗ, мӑн аслашшӗсен вучахӗнчен вут-шанкӑ пал та пал карлама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗрӗссипе каласан, ҫак хыпар ӑна кӳрентернинчен ытларах — савӑнтарнӑ; ҫапах та, вӑл хӑйӗн хӗрӗ ҫине хаяррӑн тапӑннӑ, ӑна вӑрҫса тӑкнӑ, аслашшӗсен йӑлипе ӑна ҫивӗтӗнчен тытса сӗтӗрнӗ, чӑлана питӗрсе лартнӑ, пӗр сӑмахпа — ашшӗн кӳренӳллӗ юратӑвӗ мӗн тума хушнӑ — пурне те тунӑ.

Сказать по правде, новость эта больше обрадовала его, нежели опечалила; тем не менее он с свирепостью напал па дочь, разбранил ее, оттаскал по обычаю праотцев за косу, запер в чулан, словом, сделал все, что требовала оскорбленная любовь родителя.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Ҫак ватӑ граф Мадьярорса революционерӗсем пухӑннӑ, ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗ аслашшӗсен ӗмӗрхи замокӗнчен хӑй тухса каясшӑн марри ҫинчен те каларӗ.

И что этот старый граф тоже решил никуда не итти из фамильного замка, где когда-то собирались революционеры Мадьярорсага и где живет славный дух его предков-повстанцев.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ман аттесен, ман асаттесен, асаттесен аслашшӗсен пурнӑҫӗ те ун ӑшӗнче пулнӑ.

И отцов моих, и дедов, и прадедов жизнь в ней была.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Илья хӑйӗн аслашшӗсен ырӑ пахалӑхӗсене, ӗҫри хастарлӑхне, ӑсне, тепӗр хут чӗртсе, уралантарса ярать.

Илья снова возродил в себе добрые качества своих предков, трудолюбие, ум.

«Артамоновсен ӗҫӗ» ҫинчен // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с. — 298–300 с.

Ҫамрӑк Том та аслашшӗсен ҫулӗпех кайӗ, тесе ӗмӗтленнӗ вӗсем.

Они мечтали, что юный Том тоже пойдет по пути своих предков.

Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех