Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслашшӗнчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мойшӗн аслашшӗнчен: — паян шӑматкун-им ? — тесе ыйтас килет.

Мойше хочется спросить дедушку: разве сегодня суббота?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Улатӑр авалхи православи хули пулнине те, истори тата культура палӑкӗсемпе пуяннине те аслашшӗнчен илтнӗ хӗрача.

Девочка слышала от дедушки, что Алатырь — старинный православный город, он богат памятниками истории и культуры.

Тӑван ен // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 30,32,34,36 с.

Аслашшӗнчен ытларах пурӑнтӑр… хӑй телейӗшӗн.

Пусть живет дольше деда… во счастии.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ, асатте, халӗ ҫулла вӗт! — тесе кулнӑ Наталья аслашшӗнчен.

— Что ты, дедуня, ить зараз лето! — смеялась Наталья.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аслашшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш лам ӗнтӗ вӗсен йӑхӗнчи арҫынсем хусӑк тытса курман.

Он принадлежал уже к третьему поколению семьи, в которой, начиная с его деда, никто из мужчин не брался за мотыгу.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Унӑн ҫак енӗпе нимле теори те ҫук, хӑй Илья Ильич ҫине мӗнле пӑхнине тӗпчесе пӗлес шухӑш ун пуҫне пӗрре те пырса кӗмен; улпута юратассине хӑй шухӑшласа кӑларман вӑл, ҫак туйам ӑна ашшӗнчен, аслашшӗнчен, пиччӗшӗсенчен, улпут ҫыннисенчен куҫнӑ, вӑл вӗсем хушшинче ҫуралнӑ, вӗсемпе пӗрле пурӑнса вӗсен йӑли-паллисене вӗреннӗ.

Теорий у него на этот предмет не было никаких. Ему никогда не приходило в голову подвергать анализу свои чувства и отношения к Илье Ильичу; он не сам выдумал их; они перешли от отца, деда, братьев, дворни, среди которой он родился и воспитался, и обратились в плоть и кровь.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Апат-ҫимӗҫ туянма Чулхула ярмарккине каймалла чух вӑл мӑн аслашшӗнчен юлнӑ пысӑк та ҫирӗп каретӑна чи вӑйлӑ виҫӗ лашине кӳлнӗ, тиртен ҫӗленӗ тӑлӑпне тӑхӑнса ҫиелтен сарлака чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, унтан кучер вырӑнне хӑех вырнаҫса ларнӑ та — яра панӑ.

И когда было нужно ехать в Нижний Новгород на ярмарку за продуктами, он сам запрягал в тяжелый, но крепкий, на «неизносимом ходу», прадедовский рыдван тройку рослых лошадей, надевал кожух, подпоясывался широким сыромятным ремнем, усаживался на облучок вместо кучера — гикнет на лошадей, и был таков.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫуркаланса сӗвӗннӗ сӑмсине пӗркелентерсе, хӗвелпе те тӑварпа тӗссӗрленнӗ куҫхаршисене хӑпартса, Гаврик пиччӗшне аслашшӗнчен салам каларӗ, бычоксен хакне пӗлтерчӗ, сӑмах майӗн мӗнпур ҫиллипе мадам Стороженкона ярса илчӗ, вӑл «ҫавӑн пек ирсӗр, яланах карланкӑран пӑвать, ҫынсене сывлама та памасть», тесе тата ытти сӑмахсемпе те каласа ятларӗ.

Морща облупленный носик и сдвинув брови, совсем обесцвеченные солнцем и солью, Гаврик передал поклон от дедушки, сообщал цены на бычки, с негодованием обрушивался на мадам Стороженко, которая — «такая стерва — держит все время за горло и не дает людям дышать», и прочее в таком же роде.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех