Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынпа (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл чылай арҫынпа хӗрарӑма юратӑвӑн вӗҫсӗр тӗлӗкӗпе киленме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урамӑн тепӗр енӗпе арҫынпа хӗрарӑм вӑраххӑн утса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Арҫынпа хӗрарӑм Пушкӑртстана Пермь крайӗнчен килнӗ.

В Башкирию мужчина с женщиной приехали из Пермского края.

Стерлитамакри пӗр ҫемьен килӗнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... pn-3372475

Арҫынсен - хӗрарӑмпа, хӗрарӑмсен арҫынпа хутшӑну питӗ лайӑх.

Отношения с противоположным полом будут на высоком уровне.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тепӗр арӑмне — ку ӗнтӗ урӑх хулара пулчӗ — командировкӑран юри маларахран таврӑнтӑм та ют арҫынпа хам вырӑн ҫинчех тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Манран виҫ-тӑват утӑмра, ҫӳлти хута хӑпармалли пусма картлашки ҫинче, иккӗн — ҫамрӑк мар арҫынпа йӗкӗт — калаҫса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӑна тӗл пуличчен эпӗ арҫынпа ҫывӑхланни ҫав таранчченех лайӑххине пӗлмен те, хӗрарӑмшӑн арҫын ҫакӑн пекех кирлине ӑнланман та.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хама эпӗ пӗрре те телейсӗр хӗрарӑм тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен тӗлӗнмелле ҫирӗп чӗреллӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ арҫынпа пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Виҫӗ уйӑх каялла ҫеҫ-ха упӑшки кӑмӑлне ҫавӑрма турра йӑлӑннӑ Верук паян темле арҫынпа ҫур ҫӗрччен урамра ҫӳрет!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мачча ҫинчи икӗ арҫынпа аялта ларакан-тӑракансем те куҫӗсемпе электросварщика пӑралаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл, ури ҫумне ҫыпӑҫса тулнӑ пылчӑка силле-силле пӑрахса, насус патне пычӗ те аллине кӗмӗл пралук пек йӑлтӑртатакан шыв пӗрхӗмӗ тӗлне тытса ҫурӗ, ҫав хушӑра хӑй ҫаплах насус тӗлне ӳпӗнсе тем пӑркалакан арҫынпа калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл плащ тӑхӑннӑ хуп-хура ҫӳҫлӗ, кӗрнеклӗ арҫынпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта фонтан пек шыв пӗрӗхтерсе ларакан пӗчӗк ҫеҫ насус тӗлне ӳпӗннӗ арҫынпа калаҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл сасартӑк Григориу енне ҫаврӑнчӗ те тӑван кӗтес туртни, ӑна тунсӑхлани ҫинчен халиччен шӗвӗр питлӗ арҫынпа мар, шӑпах унпа, Григориупа, калаҫнӑ пек, лешӗ, шӗвӗр питли, кунта ҫук та пек, пулман та пек малалла калаҫса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта стройтрестӑн главнӑй инженерӗпе партком секретарӗ шӗвӗр пит-куҫлӑ вӑрӑм арҫынпа калаҫса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— А-аликов! — ҫаврака пит-куҫлӑ арҫынпа калаҫма чарӑнса, алӑк умне тухрӗ, йӗкӗте пӳрнипе юнаса илчӗ аслӑ диспетчер.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аслӑ диспетчерӗ хӑй, кӑвак ҫӳҫлӗ вӑрӑм, ырхан арҫын, хӑрах урине пӳлӗм алӑкӗн урати ҫине пуснӑ та ҫап-ҫаврака пит-куҫлӑ арҫынпа калаҫать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав ӑнман арҫын арӑмӗ, Мотя ятлӑскер, тӗл пулать те вара мана — мӗн кӑна ҫук сан, Ҫтаппан, ылтӑн этем-ҫке эс, сан пек арҫынпа пурӑнасси — ӗмӗре ырлӑхра ирттересси, тет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ҫавӑнта, анатра, пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑм ачапчасӑр-мӗнсӗр ни хусахла, ни ҫемьелле пурӑнаҫҫӗ, — аллине тӑса-тӑса, тулалла кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапах та стена ҫумӗнче, тусан хупланӑ тумтирсем хушшинче, эпӗ ача алли ӳкернӗ картинкӑсене асӑрхарӑм: чӗрчунсем, шатрун тӑрӑллӑ пӳртпе катӑк уйӑх; акӑ тата арҫынпа хӗрарӑм кӗлеткисем, вӗсен айӗнче — шултра саспаллисемпе ҫырнӑ икӗ сӑмах: «Атте-анне».

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех