Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫыннисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫыннисем хӗрарӑмсене хурлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Арҫыннисем салтаксем мар-и?»

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пурте вӗсем арҫыннисем пекех тӑван ҫӗрӗшӗн, улӑх-ҫаранӗшӗн, киреметсемшӗн пӗр ҫын юлмиччен ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Хӗрсем хушшинче арҫыннисем те пӑт-пат курӑнкалатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫынсен арҫыннисем, авӑ, совхозран миххи-миххипе ҫӗрулми илсе килеҫҫӗ, ҫырла туянаҫҫӗ, таҫтан ҫӑмарта тупаҫҫӗ — эс килтишӗн нимӗн те тӑрӑшмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Пӗрре те ҫынсен арҫыннисем пек мар-ҫке эсӗ, вӗсем чӑн-чӑн упӑшка пекех ҫемьешӗн хыпса-ҫунса тӑрӑшаҫҫӗ, — пӑсӑрлантарать арӑм, — Апполон, ав, паян ӗҫрен килнӗренпех сарайӗнче тӑрмашать, арӑмне кӗрепле туса пачӗ, ачинне велосипедне юсарӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Эй, эсрел арҫыннисем

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арҫыннисем ташласшӑн талӑк, Хӗрсем те хирӗҫ мар.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Раҫҫейӗн чи хастар, паттӑр арҫыннисем мирлӗ пурнӑҫа хӳтӗлеме тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d0%b ... bfa%d1%80/

Арҫыннисем упана хӑш тӗлтен лектернине пӑхаҫҫӗ, питӗ лайӑх лектернӗ тесе, мухтакаласа та илеҫҫӗ.

Мужчины смотрели, куда попал выстрел, и некоторые даже хвалили выстрел.

Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

— Ытла та иртӗнеҫҫӗ ара, пурте ӗнтӗ, арҫыннисем те, хӗрарӑмӗсем те кукшаланса ларнӑ пекех, туршӑн та!

— Такое идёт, как будто все, и мужчины и бабы, плешивые стали, ей-богу!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тата ҫакна та пӗлеҫҫӗ: Фелицата патне хӑнасем нумай пырса тулсан, хӑйне пулӑшмашкӑн вӑл слободари хӗрарӑмсемпе хӗрсене чӗнет; вӗсенчен ун патне кам-кам пырса ҫӳренисене те пӗлеҫҫӗ ҫынсем, анчах арӑмӗсемпе хӗрӗсем ҫакӑн йышши промыслапа ҫыхланнине арҫыннисем тиркесех каймаҫҫӗ, лешсем ӗҫлесе тупнӑ укҫана кусем эрех ӗҫме туртса илеҫҫӗ.

Знали также, что, когда к Фелицате съезжалось много гостей, она звала на помощь себе женщин и девиц слободы; знали, кто из них ходит к ней, но относились к этому промыслу жён и дочерей хладнокровно, деньги же, заработанные ими, отнимали на пропой.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Сан шутпа, хӗрарӑмсем пурте пуш чечек те ҫеҫтепи, арҫыннисем вара — йӑлтах ӑслисем.

— По-твоему, все женщины пустые и легкомысленные, а мужчины — сплошные умницы.

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Арҫыннисем анкартисенчен выльӑхсем валли ҫиме йӑтса таврӑнаҫҫӗ; ачисем кӑшкӑрашаҫҫӗ, йӗреҫҫӗ.

Мужики несли корм с гумен, дети кричали и плакали.

Мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арҫыннисем ырхан, хӗрарӑмӗсем ытла ватӑ е ытла ҫамрӑк, тенӗ капитан, вӑл хура раса пӗтсе пырать, тесе ӳпкелешнӗ.

Ворчал, что мужчины тщедушны, женщины слишком стары или слишком молоды, и жаловался на вырождение черной расы.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Жан Поль Готье вырӑс арҫыннисем сӑнпа хитре мар, анчах патвар тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Арҫынсем пирки // Чӑвашстат. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2020.02.29

А вӑл мана: Ҫынсен арҫыннисем ҫын ретлӗ, эс пур, анкартинчи катемпи пек сулланса ҫӳретӗн, тет.

А она свое: У всех мужья как мужья, а ты просто пугало огородное!

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Унтан вӗсем пурте йӗнерсем ҫине сике-сике ларчӗҫ те, енчен-енне тайӑла-тайӑла, арена тавра умлӑн-хыҫлӑн утрӗҫ; арҫыннисем пурте, сиккипе пыракан лашасем ҫинче тӑрса пыраканскерсем, пуҫӗсемпе чутах маччана перӗнмеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери ҫӳллӗ те йӑрӑс пӳллӗ, ҫаврӑнӑҫуллӑ курӑнаҫҫӗ, дамӑсен кӗписем, чӑштӑртатса, роза ҫеҫкисем евӗр хумханаҫҫӗ, кашни дама — - илемлӗ сунчӑк тейӗн.

А потом они вскочили на седла, выпрямились во весь рост и поехали вереницей кругом арены, тихо и плавно покачиваясь; и все мужчины, упираясь на скаку головой чуть не в потолок, казались такими высокими, ловкими и стройными, а у дам платья шуршали и колыхались легко, словно розовые лепестки, так что каждая дама походила на самый нарядный зонтик.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пурте ҫуйхашаҫҫӗ кунта — ачисем те, ваттисем те, хӗрарӑмӗсем те, арҫыннисем те.

Кричали все — дети, взрослые, мужчины, женщины.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Арҫыннисем те темле ленчешкереххисем лекрӗҫ пуль ман тӗле.

То ли мужики попадались непутевые.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех