Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Эй Гелвуй сӑрт-тӑвӗ! сирӗн ҫине сывлӑм та, ҫумӑр та [ан ӳктӗр], сирӗн ҫинче ҫимӗҫ кӳрекен уй-хир те ан пултӑр: ӗнтӗ унта паттӑрсен хулканне аркатнӑ, Саула ҫу сӗрнине уямасӑр унӑн хулканне аркатнӑ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид [вӗсене] тӗттӗм пуласпа [тапӑннӑ] та вӗсене тепӗр кунхи каҫченех аркатнӑ; тӗвесем ҫине ларса тарнӑ тӑватҫӗр яш ачасӑр пуҫне ыттисем пӗри те хӑтӑлайман.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Кеиле кайнӑ, филистимсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа тухнӑ, вӗсене вӑйлӑ аркатнӑ, ҫапла вара Давид Кеильре пурӑнакансене ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.