Шырав
Шырав ĕçĕ:
аркат сăмах пирĕн базăра пур.
15. Эй усал ҫын, тӳрӗ ҫын килне усал тума ан шухӑшла, ун канлӗхӗн вырӑнне ан аркат: 16. тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Турӑ! вӗсен ҫӑварӗнчи шӑлсене аркат; эй Ҫӳлхуҫа, арӑслансен янахне ҫапса салат!7. Боже! сокруши зубы их в устах их; разбей, Господи, челюсти львов!
Пс 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Йӗркесӗр ҫыннӑн, усал ҫыннӑн вӑй-хӑватне аркат: унӑн усал ӗҫне шырасассӑн та тупаймалла ан пултӑр.36. Сокруши мышцу нечестивому и злому, так чтобы искать и не найти его нечестия.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн, 24. эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: 25. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2