Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппан (тĕпĕ: аппа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Марье аппан ун чухлӗ укҫа ӑҫтан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Татьян аппан пайтах хӑна йышӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе пӗр килнӗрен ҫӑмӑлах пулман-ха Лидия аппан.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Марье аппан пӗр ывӑлӗ Чечен вӑрҫинче ҫамрӑклах пуҫ хурать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Йысна ҫавӑн ҫинчен пӗлчӗ те аппан сехетне вӑйпах ман алла ҫыхса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Мӗн чухлӗ ҫывӑрман каҫсем пулман-ши Санькка аппан ачисене ӳстернӗ тапхӑрта?

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Аппан ҫӗвӗ ҫӗлекен машина пур-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аппан вулӑса каймалла.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппан юман кӑмпи пур.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Унӑн ывӑлӗ пур, вӑл салтакра, ҫавӑнпа Апраҫ аппан пӗр пай ҫӗр пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӑрала тӗпне утӑ хурса, Апраҫ аппан пысӑк шел тутӑрӗпе чӗркесе аппа мана киле туртса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппан ӗни ҫук.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Катя! — пӗчӗк ҫивӗч пекӗ пек касӑнса кӗчӗ кил шӑплӑхне аппан кӗмӗл сасси, хӑй вара кушак патнелле кустара пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Маюк аппан ав пенсие те кайма вӑхӑт ҫитнӗ, вӑл вара… каясшӑн мар, коллективран уйрӑлаймастӑп тет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Нимӗн тума аптӑранӑ Антутти аппан куҫӗ-пуҫӗ чарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

— Эпӗ, — именсе пуҫларӗ Каюров, — манӑн та хуйхӑ пур-ха: аппан ӗни ӳксе вилнӗ, ачисем типпе тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ, ҫӗтӗк аркӑллӑ сӑхман тӑхӑнса, аппан кивӗ ҫӑм тутрине ҫыхса, килкартине тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппан хура куҫӗ йӗпенсех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ ҫӗтӗк ҫӑм чӑлхапа пир тӑла сыртӑм, сӑхман тӑхӑнтӑм, аппан чӑпар тутрине ҫыхрӑм та урама тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех