Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарма (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ ӑна лаша ҫинчен сӗтӗрсе антарма пулӑшнӑ пулӑттӑм, — терӗ Нургали.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫарсене ниепле те пӗрле антарма май ҫук тесе Бельский унпа килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑл ӑна-кӑна тӗпчесе тӑмарӗ, сунарҫӑ япалисене пӗр ҫӗре пуҫтарса хурса шӑтӑка антарма юрӑхлӑ йывӑҫ шырама кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем типографи япалисене вагон ҫинчен антарма пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гез трап антарма хушрӗ.

Гез велел спустить трап.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эверкки Садуров ятне ҫӗклеме те, антарма та пултараймастӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Пуриншӗн те тавах, — ӗненмелле хуравларӗ Брелок, ҫав хушӑрах, систермесӗр куҫ хӗссе, Линзӑна асӑрхануллӑ пулма, май тупса Матиана ҫапса антарма паллӑ пачӗ.

— Благодарю за всех, — проникновенно ответил Брелок, незаметно подмигивая Линзе в виде сигнала быть настороже и, улучив момент, повалить Матиа.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Ӑна антарма Тимка Штукин тата Яшка Цуккерштейн пулӑшрӗҫ.

Помогали спускать Тимка Штукин и Яшка Цуккерштейн.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӑшман крейсерӗн рефлекторӗ ман ҫумранах икӗ хут иртсе кайрӗ, виҫҫӗмӗш хутӗнче мана шалти «эпӗ» парӑса антарма хушса тӗртрӗ.

Два раза миновал меня рефлектор неприятельского крейсера, на третий раз изнутри толкнуло опустить парус.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пӗри шӗшкӗ тӗмӗ ҫумӗпех иртрӗ, алла тӑсса ярсан, тупата, уринчен туртса антарма та пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗр-иккӗ сумасанах унӑн ҫилли пӑсӑлать-иҫ, сӗт антарма пӑрахать…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Городовойсемпе офицерсем ҫуртсем ҫинчи ялавсене туртса антарма чупрӗҫ, анчах ҫуртсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ пӑшал сассисем кӗрслетрӗҫ.

Городовые и офицеры бросились снимать флаги, но из домов прозвучали выстрелы.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл ҫирӗп те вӑрӑм кантра илнӗ; кантра вӗҫне алмаз татӑкӗ ҫыхнӑ, ҫав алмаз татӑкӗ ҫинче (утравӑн алмазлӑ тӗпӗнчи пекех) кӑштах тимӗр тӑпри пулнӑ, вара ҫав алмаз татӑкне утравӑн аялти галерейинчен хула кӗтесӗсенчи башньӑсенчен пӗрин тӑррине антарма пуҫланӑ.

Он взял прочный и длинный шнурок, прикрепил к концу шнурка кусок алмаза, содержащий в себе некоторое количество железной руды (подобно алмазу, составлявшему основание острова), и стал медленно спускать его с нижней галереи прямо над верхушкой одной из башен.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Король вара, мӑн кӑмӑллӑ пӑлхавҫӑсене ҫирӗпрех тавӑрма шутласа, утрава хула ҫине унӑн кӗтесӗсенчи башньӑсемпе хула варринчи чул ту тӑррине хӗрӗх ярд ҫитмелле мар антарма хушнӑ.

Тогда король, твердо решивший привести к покорности этих гордецов, приказал опустить остров на сорок ярдов от верхушек башен и скалы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн король утрав ҫинчен хулана темиҫе кантра антарма хушнӑ.

Король велел спустить с острова множество бечевок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Айӑпа кӗнӗ хулана, утрава ҫӗр ҫине антарса, пӗтерме йышӑнсан, король утрава епле пулсан та ерипен те хуллен антарма хушать.

Король, со своей стороны, приняв решение стереть с лица земли мятежный город, приказывает опускать остров как можно тише и осторожнее.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла вара кирлӗ чухне магнита кирлӗ пек ҫавӑрсан, утрава чалӑшшӑн ҫӳлелле хӑпартма та, аялалла антарма та пулать, ҫӳлелле хӑпарнӑ е аялалла аннӑ чухне чалӑшрах кайнипе утрав пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва куҫма пултарать.

Таким образом, изменяя положение магнита, можно поднимать и опускать остров по косым линиям и при помощи таких подъемов и спусков передвигать его из одной части государства в другую.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак магнит пулӑшнипе утрава ҫӳлелле хӑпартма, аялалла антарма тата пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарма пулать, мӗншӗн тесен ҫак монарх пуҫ пулса тӑракан ҫӗр чӑмӑрӗн пӗр пайӗ тӗлӗшпе магнитӑн пӗр вӗҫне япаласене хӑй патне туртса илмелле, тепӗр вӗҫне япаласене хӑй патӗнчен тӗртсе ямалла тунӑ.

При помощи этого магнита остров может подниматься, опускаться и передвигаться с одного места на другое, ибо по отношению к подвластной монарху части земной поверхности магнит обладает с одного конца притягательной силой, а с другого — отталкивающей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах ҫакна пӑхмасӑрах тӑшман халӗ тата пысӑк флот туса хатӗрленӗ те пирӗн утрав ҫине десант антарма шутлать.

Но, несмотря на это, неприятель снарядил новый флот и готовится высадить десант на нашу территорию.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Иван Великий чиркӳ хӗресне антарма, ӑна Парижри инвалидсен ҫурчӗ тӑррине лартма приказ панӑ.

Он приказал снять крест с колокольни Ивана Великого, чтобы водрузить на крышу инвалидного дома в Париже.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех