Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анать (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗхне упракан пикенни пек чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗ пӗр хӑпарать, пӗр анать

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кукӑр-макӑр ҫул пӗрре ҫырманалла е сӑрта май анать, тепре тӑвалла хӑпарать — ҫакӑ пушшех те утсене ывӑнтарчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам та пулин иртсе кайсанах ҫул варринчен тусан ҫӗкленет те ҫул хӗррипе ӳсекен сарӑхнӑ курӑк ҫине пӗлӗт пек анать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ҫынпа калаҫнӑ чухне тути уҫӑлса хупӑннӑ май сӑмси пӗрре ҫӳлелле хӑпарать, тепре аялалла анать, ҫавӑнпа вара таса атте хӑй мар, унӑн сӑмси пуплешме тытӑнать пек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хур тукмакӗ памасан ҫавӑнтах татӑлса анать тейӗн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелӗ тухнӑ ҫӗре уйӑхӗ анать, уйӑхӗ тухнӑ ҫӗре хӗвелӗ пытанать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменине хыпар илнӗ вӑл туран: «Патша ҫарӗ анать, тенӗ, Мускавран».

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ут ҫинчен анать те васкаса шал-пӳртне Урха кӗрсе каять арӑмӗпе пӗрле; Чӗнтерет вӑл унта Туйсара, пултӑрне.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗнтӗ ҫу та иртет, ҫӑмӑр та ҫӑвать — Шӗвек пӗлӗт шӑмалчӗ ҫӗр ҫинче, Ҫут хӗвел те хуллен сӳрӗлсе анать Пӗччен хӑй ҫулне тӳпере пит инҫе.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах ҫӳлтен аяла Анас килет, чун туртать; Шӑрӑх чухне Ҫавала Шыва кӗни пит юрать; Йӑпшӑнса та выляса Сике-сике вӑл анать, Туратсенчен уртӑнса Йывӑҫсене вӑль!.. авать…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ялт! сиксе ут ҫинчен анать те Кӗрсе каять ҫӳллӗ шур пӳрте.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ ӑна винтовкӑран тӗллесе перетӗп — хайхи кимӗ тӗпне ҫаврӑнса анать: аманчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Лешӗ хутланса анать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл вӗсене пӗр вар тӗпне илсе анать те унта йӗлме, ӑвӑс тӗмӗсем хыҫӗнчи хысак патне илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук кӳлӗ хӗрне чупса анать: кунта ҫӑра хӑмӑшлӑх.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ тӑрса тухнӑ чух хӗвел анать.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чылай вӑхӑт иртсен, ҫак сукмакпа манашка анать.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗверен юхакан ҫырма патне ҫул пирӗн енчен васкамасӑр анать.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Акӑ пуҫӗ, акӑ ҫурӑмӗ хӳри патне анать.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пир тӑрӑхӗ вӑрӑм-ҫке, ӑна тӑссан вӑл ҫӗре усӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех