Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анать (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жульжинӗ, темиҫе утӑм чакса, ҫӗре персе анать

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӗҫӗ, сывлӑшра ҫиҫӗмле йӑлтӑртатса илсе, таҫталла вӑркӑнса каять, унӑн хуҫи, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек, тӳп ҫаврӑнса анать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ир тӑрса ларать ҫеҫ Тамара — кӑмака ҫинче ҫӗрӗпе тутлӑ тӗлӗк курса выртнӑ ама кушак тӑрс сиксе анать те ун патне йӑпӑлтатса пырать, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата: «Тамарр, Тамарр», тесе ун ури тавра сӗртӗнсе ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уртем, ун-кун пӑхса, халӑхран тӑрук аванмарланса, ҫырманалла чупса анать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маруҫ пиччӗшӗ нумай уяса тӑмасть, тимӗр хӗскӗч пек аллипе Юкура кӑкӑрӗнчен ярса тытать кӑна — икӗ-виҫӗ тӳме, пӑнт та пӑнт туса, кӑпӑшка тусан ҫине пере-пере анать.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анать Левен, динамит пек, кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса каяс вӗҫне ҫитнӗскер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрре ҫӳлтен аялалла анать вӑл, тепре каялла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ҫывӑхарах кайса курсан, — шутлать вӑрманҫӑ, — епле-ши? Мӗн хӑтланакансем-ши кусем?» — каланча ҫинчен йӑпӑр-япӑр анать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Алямӑс? — вырӑн ҫинчен сиксе анать Верук инке аялти кӗпе вӗҫҫӗнех.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук: «Ӑнсӑртран ҫаксем ман аттепе анне пулма пултараймаҫҫӗ-ши?» — тесе, аяларах вӗҫсе анать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ача кӑвакарса, сӑнран улшӑнса кайнине курсан, тилхепине малти ларкӑч ҫумне явакласа, Анатолий Яшманович та анать тӑрантас ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сиксе анать те Хамаръялов, яштака та патварскер, сӑмахсӑрах туртса илет Шӑнкӑрч пӑшалне.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Пирӗн урам анаталла, шуҫса анать пӗр ҫуна-а», — ӗнӗрлекелесе те илчӗ Сапсайкин.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мӑнукӗ, аслашшӗ каласса кӗтмесӗрех, ҫырмана чупса анать те, тип курӑкӑн хытӑ тунине татса, аслашшӗ ҫумне пырса вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ух, сана! — ҫупӑрлать мӑнаккӑшӗ Шӑнкӑрча, хӑйӗн куҫҫулӗ ярах юхса анать питҫӑмарти тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака тӑрринчен Ваҫук кушакла ҫӑмӑллӑн тӑрст сиксе анать те, мал енчи сак ҫинче выртакан чӗлӗме шыраса тупса, ӑна аслашшӗне парать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Арӑм хушпӑвӗсем темиҫе тӗрлӗ пулнӑ, анчах пурин те тенӗ пекех тӑрри уҫӑ, ҫурӑм хыҫнелле ⎼ пилӗк таран ⎼ хӳри анать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ун патнелле юрӑ сасси ҫывхарса пыма пуҫларӗ, — туран хӗрсен ушкӑнӗ анать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мехел ҫитсессӗн ҫумӑр ярӑнать, Ҫунатлӑ чун ҫӳлтен ҫӗре анать, Чечек папки илемлӗн ҫурӑлать, Йӗркипелен юрри те юрланать — Мехел ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пассивли (ҫирӗплетсе лартнӑскер) тата активли (тормоз калӑпӗ ролика малалла кӑларсан анать) пулать.

Бывает пассивный (закреплен) или активный (тормозная колодка опускается, когда ролик выдвигается вперёд).

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех