Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗн (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та тӑвансенче амӑшӗн ҫак чир пулсассӑн хӗрачасен хӑйсене, паллах, тӗрӗслемелле».

Куҫарса пулӑш

Щит евӗрлӗ пар чирӗсем ҫинчен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Jv1OXBFrT5s

Малаллахи ҫул Александровкӑри таса ҫӑлкуҫ патне, Луцкири Хусан Турӑ амӑшӗн ячӗпе лартнӑ чиркӗве илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Туризм маршручӗ хывнӑ // В.БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%82%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫитменнине, шӑпах амӑшӗн, Эльвира Максимовнан, ҫуралнӑ кунӗ тӗлне лекнӗ кану вӑхӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Маншӑн вӑл пӗтрӗ — амӑшӗн аллине ҫакланчӗ: канмалли кунсенче те киле таврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Амӑшӗн вӗрентес пулать!

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Амӑшӗн пилне асра тытни Маринэшӗн пӗр енчен пӑхсан чӑн та ырӑ пулнӑ темелле: хӗр пуҫҫӑнах пӗр пӳлӗмлӗ хваттер илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Амӑшӗн юлашки сӑмахне вара Таранов паянхи пекех лайӑх астӑвать, ӑна вӑл нихҫан та манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Амӑшӗн аллинче пӗчӗк хӗр пӗрчи хӑйне хӳтлӗхре туять.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Акӑ, Луцки салинчи Хусан Турӑ Амӑшӗн турӑшне халалласа лартнӑ чиркӗве Мӑнкуна яланах ҫын йышлӑ пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/

Мария Михайловнӑна, 12 ачана кун ҫути парнеленӗскере, темиҫе хутчен те «Ача амӑшӗн мухтавӗ» медальпе наградӑланӑ, «Ача амӑшӗ — героиня» хисеплӗ ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Укҫи-тенкине ҫитерес тесе амӑшӗн Ульяновск облаҫне тӑтӑшах ӗҫлеме ҫӳреме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Кайран института пӑрахса кайнӑ чухне, Радик каллех ашшӗпе амӑшӗн ҫав калаҫӑвне аса илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Вӑл рояльпе каланине пӑх та пӗр-пӗр ҫӗмӗрӗлнӗ штепсель е мӗн те пулин урӑх япала тӳрлетнине сӑна, — ӑнсӑртран илтрӗ вӑл кӑшт уҫӑ тӑракан алӑкран амӑшӗн сассине.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Амӑшӗ ҫеҫ вара кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ вӑхӑтра йӑлтах халтан кайнӑ ачине вӗренӳ пӳлӗмӗнчен хӑй пӳлӗмне ҫавӑтса кайнӑ, — амӑшӗн чӗри амӑшӗнех ҫав, яланах ҫемҫерех пулать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Хушамачӗ кӑна амӑшӗн

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чылайран тин вара шалтан Горячкин амӑшӗн сасси илтӗннӗ:

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл Тураевсем патӗнче пурӑнмасть ӗнтӗ — тӑватӑ кун каялла амӑшӗн пӳртне куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Амӑшӗн сӑмахне аса илсе ҫавнашкал хаярланман-и Кирик?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Амӑшӗн хӗрӗх кунне асӑнма та килеймерӗ: ун чух чирлӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӳренмелле, тарӑхмалла, хурланмалла, ӗмӗр-ӗмӗр ӳкӗнмелле пулин те, чӑнлӑха пытараймӑн, унран пӑрӑнаймӑн: Герасим Федотович амӑшӗн тупӑкӗ ҫине чӗптӗм тӑпра та сапаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех