Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗн (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян Ваҫиле амӑшӗн юлашки сӑмахӗсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак амӑшӗн чӗрине ыраттаракан сасӑра Хвекла ют хуйхӑшӑн такам савӑннине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам эсӗ? — амӑшӗн чӗри хыттӑн сиксе тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан аллине тӗрленӗ шап-шурӑ алшӑлли тытрӗ, ун ҫине Турӑ Амӑшӗн турӑшне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пӗр кӗленче сӑмакун, ҫӑкӑрпа тӑвар тата шурӑ алшӑллипе типтерлӗн чӗркенӗ Турӑ Амӑшӗн турӑшне илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗпелте ют куҫсенчен пытарса хӑй тӗрленӗ алшӑллипе карнӑ Турӑ Амӑшӗн сӑнӗ умӗнче час-часах сӑхсӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Венька амӑшӗн кӗпи аркинчен тытса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле тӳрленсе тӑчӗ, амӑшӗн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем ҫине, ҫитсӑ тутӑр айӗнчен курӑнса тӑракан шап-шурӑ ҫӳҫ пайӑркисем ҫине сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗн «Тав сана, Сильверу» юррин кӗввипе.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи малтанах вӑл Шывхуҫин шыв айӗнчи керменӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ, хӑйӗн ҫичӗ аппӑшӗ ҫинчен каласа панӑ, ҫӗр ҫинчен шыва лекнӗ амӑшӗн шӑпипе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шывра чӑмпӑлтатакан ачасене курсан Менттие те уҫӑлса илес шухӑш канӑҫ памарӗ, ҫапах та амӑшӗн сӑмахӗсем чарса тӑратрӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Амӑшӗн пенсипе нумай малалла кайӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ялти амӑшӗн пӗр пӗчӗк пӳрт мар ӗнтӗ, чӑн та.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Амӑшӗн чунӗ канӑҫсӑрланать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Геннадий амӑшӗн пӗрремӗш пулӑшаканӗ — пур ӗҫре те ӑна хӑйне май пулӑшать, пельмень те хатӗрлеме пултарать.

Геннадий первый помощник матери — во всем ей помогает, может даже приготовить пельмени.

Хобби — алмаз тӗрри // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ri-3471362

Ашшӗпе амӑшӗн чӗрере те, пӳртре те пурин валли вырӑн пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Якур амӑшӗн вилтӑприне шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй вӑл Шупашкарта пурӑнать, ҫулла вара Талуй ялӗнче амӑшӗн килӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Талуй ялӗнче ҫар хатӗрӗсем тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35894.html

Амӑшӗн вара ун чухлӗ укҫа ҫук, вӑл 5 ачана пӗчченех ура ҫине тӑратать.

А у матери нет столько денег, она одна воспитывает 5 детей.

НТВ кураканӗсене Чӑваш Енри ачана пулӑшма ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35833.html

Ҫапла каччӑ амӑшӗн укҫине вӑйпах илсе ҫав ӗҫе хывнӑ, процентсем илнӗ.

Так парень взял деньги матери и вложил в это дело, начал получать проценты.

Финанс пирамидине лекнӗ ҫамрӑка телевизорпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35832.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех