Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшне (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрача вӗтеленчӗ, амӑшне хирӗҫ ӗҫ пӗтсен тин тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине, Арҫук амӑшне мӗнле курайманнине пӗлтерес тесе, мӗнпур вӑйран куҫне чарса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Тен, вӑл амӑшне, шурӑ чечеке, шырать?

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Анчах епле-ха амӑшне тӑван ачинчен, кӗрешӗве тухнӑ ҫынна хӑйӗн ялавӗнчен уйӑратӑн?

Но как это сделать, как оторвать мать от ребенка, бойца — от боевого знамени?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тен, вӑл халлӗхе ҫӑвар уҫса сӑмах чӗнме хӑяйманскер, каҫхине ҫутӑ сӳнтерме каласанах вара, тӗлӗкре юратнӑ амӑшне курасса кӗтсе, дормиторӑн сӗмлӗхне куҫӗсене чарса пӑрахсах тинкерекен ҫамрӑк ача пулӗ?

Может быть, парнишка, который пока и рта открыть не смеет и после сигнала «гасить свет» широко открытыми глазами всматривается во тьму дормитора ожидая, что ему приснится милый образ матери?

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Следстви вӑхӑтӗнче арҫын укҫа паманшӑн амӑшне вӗлерессипе те хӑратни ҫиеле тухнӑ.

Во время следствия было выявлено, что ранее мужчина также угрожал убийством матери, когда та не давала денег.

Эрех илме укҫа паманшӑн ывӑлӗ амӑшӗн ҫуртне чӗртсе янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34193.html

Кӗсле Матвийӗ тӑлӑх-туратӑн ӳсрӗ, вӑл ашшӗне те, амӑшне те астумасть.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл каялла таврӑниччен амӑшне ырӑ ҫынсем тирпейлесе те пытарнӑ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ют ҫынна тарҫӑра тытса пурӑнаҫҫӗ, тӑван амӑшне ватлӑхра канма илсе килмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Амӑшне вара, ячӗшӗн кӑна, кӑшт укҫа ярса парать.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗҫтукпа Альтук вӑл чылай хушӑ килмесен: «Чике Старик Хур Сухал хӑҫан килет?» — тесе, амӑшне аптратаҫҫӗ, Кӑҫалхи ёлкӑра вӗсем старике Хӗл мучи турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Иккӗмӗш хут пурӑнма тытӑннӑн туйӑнчӗ асаплӑ, хӗн-хурлӑ салтак амӑшне

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня пырса кӗмессерен салтак кӑкӑр ачи хӑйӗн амӑшне курнӑ чухнехи пек савӑнса ӳкет, ҫав хушӑрах вӑтанать те: — Таня, эсӗ ман ҫывӑха ан лар, — тет вӑл, хӗр куҫӗнчен пӑхма именсе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анне — аннех ҫав», — терӗ те ӑшӗнче Таня, хӑйӗн амӑшне хӗрхенсе аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Апла пирӗн хула халӗ фронтран ашра!» — савӑнса шухӑшларӗ Таня, анчах арканнӑ тӑван хулине, кӗл пулнӑ кил-ҫуртне, амӑшне, пиччӗшне аса илчӗ те ҫавӑнтах салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Амӑшне вӑйпах килтен илсе кайма хатӗрленнӗ кун Таня килте марччӗ, — кирлӗрех, хаклӑрах япалисене пысӑк чӑматана чиксе, кӳрше кайса хума тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таньӑпа амӑшне тахҫанах эвакуаци йӗркипе тухӑҫалла ӑсатасшӑнччӗ, анчах амӑшӗ ниепле те килтен тухса каясшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Ҫав кунтан пуҫласа хамӑр бригадӑна илтӗм унӑн амӑшне.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫухатмасӑр, амӑшне кӑтартмасӑр усранӑччӗ сулӑна Коля.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

«Чӗлхи ун чараксӑртарах та, ҫапах колхозра аван ӗҫлет. Виҫӗ ачине те упӑшкасӑр пӑхса ӳстерсе ҫын турӗ, ачисем амӑшне хывмарӗҫ, питех те сӑпайлӑ», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех