Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ами сăмах пирĕн базăра пур.
ами (тĕпĕ: ами) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен те пулмарӗ — кашкӑр ами йӑваран вӗлт! сиксе тухрӗ те, хӑй ӗмӗрӗнче вуншар, ҫӗршер чӗрчуна туртса ҫурнӑ асав шӑлӗсем кӑнтарса тӑракан ҫӑварне хӑрушшӑн карса, тарӑху капланса-тулса ҫитнӗрен хӑрӑлтӑкпа чыхӑна-чыхӑна, тӑвалла, хыр вулли хыҫӗнче тӑракан Сӑпани патнелле хӑватлӑн тапса ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр ами, ачисене тем ӑнлантарса, уласа-нӑйкӑшса илчӗ, унтан каллех пурте харӑссӑн хӑрлатма-хӑрӑлтатма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех кашкӑр ами йӑваран сӑмсине кӑна мар, пуҫне кӑларчӗ те хальхинче ҫӳлелле вӗлт пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗр хӑвӑлӗнче халӗ ӗнтӗ кашкӑр ами тарӑхсах хаяррӑн хӑрлатрӗ, тепӗртакран вӑл йӑваран сӑмсине кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах кашкӑр ами тем ырӑ маррине сисрӗ-сисрех курӑнать, таҫта аялта, ура айӗнче, вӑл кӑмӑлсӑррӑн харлатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Иртсе пыраттӑмӑр та урамра, ами, сирӗн килӗрте савӑнӑҫлӑ шав пуррине илтрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпир паллашни пули-пулми япала мар, пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ, ами.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Темскер, ӑнланаймарӑм-ха, ами, — кутӑна печӗ Хуснутдинов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чарӑн тенӗ сана, шайтан ами! — пушшех тарӑхса кӑшкӑрчӗ те Шамшутдин пӗррех кӳплеттерчӗ арӑмне питӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чарӑн, шайтан ами!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑнла, арӑму путсӗр, кӗрт ами, сана юратмасть тесшӗн мар эпӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑм акӑш ҫӑмартине пусса кӑларнӑ турткӑш ами пек.

Знатная дама напоминала паву, высидевшую яйцо лебедя.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сасартӑк пӗр бизон ами малалла хӑвӑрт чупнӑ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм кӗтӳ тапраннӑ.

Вдруг одна из самок рысцой побежала вперед, а за ней последовало все стадо.

Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кураксен пулккине лекнӗ хур ами пек туйрӗ хӑйне Нина ҫак ушкӑнра.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Одессӑна таврӑнатӑп та — иксӗмӗр пурӑнӑпӑр вара пурнӑҫа, анчах эсӗ, йытӑ ами, ыттисемпе ан ҫӳре, — эпӗ ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп та, — пӗтӗм юн кӗвелсе каять…

Вернусь в Одессу — мы с тобой погуляем, только, сука, не гуляй с другими, — я об этом подумаю, — вся кровь свертывается…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Кӑмӑлпа, кӑмӑлпа, йытӑ ами

— Добром, добром, сука…

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Мӗн куҫусене чарса пӑрахрӑн, йытӑ ами!

— Глаза разинула, сука!

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чӑннипе илсен, ҫак ҫӑлтӑр ушкӑнӗ пӗртте упа ами пек мар, вӑл алтӑра аса илтерет.

На медведицу, по правде говоря, созвездие совсем и не походит, а больше напоминает кастрюлю с ручкой.

Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ҫав ҫӑлтӑр ушкӑнне вырӑсла Большая Медведица (Пысӑк упа ами) теҫҫӗ.

Это созвездие по-русски называется Большая Медведица (Большая Медведица).

Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

— Чӑн-чӑн кӑвакал ами пекех!

Как крякуша!

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех