Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аманса (тĕпĕ: аман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр уйӑхран Тимуш вӑрҫа тухса кайрӗ, ҫулталӑк иртсен, пӗрремӗш хут аманса госпитальре выртнӑ чух, Уҫтук вилни ҫинчен ҫыру илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Спецовка тӑхӑнса ҫурт-йӗр тӑвакансем, хурҫӑ шӑратакансем, нефть кӑларакансем, тырӑ выракансем, вӑрҫӑра аманса пӗтнӗ аллипех ҫурт-йӗре чӗрӗ илем кӳртекен Прохор Петрович — акӑ вӗсем, чӑннипех илемлӗ, телейлӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Манӑн атте те алӑран аманса таврӑннӑччӗ, — терӗм эпӗ, — ҫӗвӗҫчӗ вӑл, ӑста ҫӗвӗҫчӗ… урӑх ӗҫлеймерӗ вара ҫӗвӗҫре.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав асӑрханмасӑр тунӑ пӗр йӑнӑш утӑмшӑн унӑн мӗнпур пурнӑҫӗ аманса юлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл, вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн тӳрленсех-сывалсах ҫитейменскер, хӑрах аллине мӑйран ҫакнӑ…

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эс вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннине тахҫанах пӗлетӗп, анчах сулахай куҫу, вӑйсӑр куҫу ҫинчен пӗрремӗш хут илтетӗп, — аванмарланчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Татти инке вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ шӑллӗне (ӑна Герасим Федотович Иссар кукка тесе чӗннӗ) Севетех качча илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кузьма Петрович вара, вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннӑ пулин те, чылай хушӑ председательте ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑннӑ ашшӗ ҫамрӑклах вилнӗ те, ӑна каччӑ лайӑххӑн астумасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑшпӗрисем аманса пӗтнӗ, вӗсен тумтирӗсем — ҫӗтӗк-ҫурӑк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ салтаксем эпир инвалид тесе ӗҫлемесӗр ларман паллах.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ҫак йышӑнупа пирӗн тӑрӑхри ҫынсем те, ытларахӑшӗ ҫамрӑк хӗрсемпе хӗрарӑмсем, ватӑ стариксемпе вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ салтаксем, вӗсен шутӗнче Александра Григорьевна, хамӑрла каласан, Санькка аппа та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Вӑрҫӑран вӑл йывӑр аманса — сулахай урине кӑкӗ таранах ҫухатса — таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Аманса таврӑнсан сиплев тапхӑрне кунтах ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ-и вӑл е вӑхӑтлӑха курма килнӗ-и?

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лешӗ ӑна сӑмах майӗн, Элекри Илюхин ҫинчен пӗлтерчӗ: вӑл Пазухинпа пӗрле вӑрҫӑра пулнӑ иккен, халӗ аманса таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй аманса е чирлесе курман ҫын сывлӑх мӗнне ӑнланмасть…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван ҫӗршыв умне пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑни хаҫатсенче кӗскен пӗлтернӗ сводкӑсенчен те, аманса таврӑннӑ салтаксем каласа панинчен те лайӑх сисӗнет…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Упӑшка Берлина иличченхи кун, майӑн 8-мӗшӗнче, йывӑр аманса вилнӗ тенӗ хута илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тасах пулмарӗ арӑмӗ, хӑй пур ҫинченех вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ Куртипе ҫыхӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех