Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ама сăмах пирĕн базăра пур.
ама (тĕпĕ: ама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун умӗнче, аллисене сарса, ӑна кӗтсе выртаканни, — ама.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Малти — ама.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫа патне кил ама!

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Арӑмӗпе Чӗкеҫӗ Ҫӳл пӑлтӑрта тумланчӗҫ: Тухьяпа хушпу пуҫӗсенче, Шӳлкемепе ама умӗсенче, Сахьян пушмак урисенче, Ылтӑн ҫӗрсем пӳрнисенче.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Вӗсен «вутлӑ-хӗмлӗ», кӗрӗс-мерӗс ташши-юррине параппан пӑнтӑртатни-тӳнклетни, питлӗх чанклатни, шӑпӑрпа сассине пӗр нотӑра вӗҫертсе тӑсса какӑртни, купӑс, тӑмра кӗввисем, ама, хушпу, тевет, алка, шӳлкеме тенкисем чанкӑл-чанкӑл чанкӑлтатни, чанкӑр-чанкӑр чанкӑртатни, шӑнкӑл-шӑнкӑл «вут хурса», чӗрӗ вӑй кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юнашарах — вулли катӑрка хура йӗрсемпе йӗрленсе, катрашкаланса пӗтнӗ, тӗрӗннӗ хупӑллӑ, усӑк туратлӑ кӗре ластак ама хурӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Чӑн та, вӑрҫӑ пӗриншӗн — ама ҫури, теприншӗн — тӑван анне иккен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тӑван амӑшӗ патне каялла кайма шутласан, ама ҫури амӑшӗ хӑратса пӑрахнӑ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ама ҫури амӑшӗ пӗрре ҫеҫ кӳрентермен ӑна, ашшӗне сахал мар элекле-элекле панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ама ҫури амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн эрех юхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан тухсан, колхоз тыррине вӑрласа сутнипе, ама ҫури амӑшӗ тепӗр хут хуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Лесипе-ед?! — кӑшкӑрса кулса ячӗ ама ҫури амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ама ҫуринчен кивҫен илнӗ укҫашӑн «Микула тахҫанах вунӑ пин ҫумне пиллӗк пин хушса тавӑрса панӑ» (III кӗн., 214 стр.).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хӑйӗн ама ҫурийӗнчен, Матренӑ Игнатьевнӑран, кивҫен илнӗ 10 пин тенкӗ укҫапа вӑл ялӗ-ялӗнче лапкасем уҫать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Ватӑлатӑн, ывӑлӑм, — терӗ ама ҫури амӑшӗ ун тӑнлав ҫинчи шурӑ ҫӳҫне аллипе тӗкӗнсе.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Часах ама ҫури амӑшӗ ҫутӑ ҫутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ама кайӑксем юрламаҫҫӗ, — ачасене пурне те ӑнлантарса пачӗ Семен Петрович.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех