Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сахар икӗ урипе те лаша хырӑмне хӗстерчӗ, алӑри йӗвен аврине карт-карт! турткаласа илчӗ — янавар юртӑпа чупма пуҫларӗ, часах уй чиккине те ҫитрӗ.
Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пуртӑ аврине ҫӗнӗрен лартрӑмӑр та хурама муклашкине халь йӗри-тавра чӗлшерӗн ҫурма шут тытрӑмӑр.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.
— Ан кукӑрт, тӳрӗрех тыт аврине.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Атте турчка аврине алӑк хӑлӑпӗнчен тӑхӑнтарчӗ те, — пулчӗ вара пӳрте питӗрни, тухса кайрӑмӑр.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Сылтӑм кӗсйинче ун темскер пур, ҫав япалан ҫутӑ аврине эпӗ час-часах куркалатӑп.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кистен аврине хытӑ чӑмӑртаса тытнипе унӑн алли шурса кайнӑ.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унӑн кӑвакарса кайнӑ питне ерипенех чӗрӗ тӗс ҫапать, чӗтрекен аллисем вӗркӗчӗ аврине ҫавӑрса тытаҫҫӗ.Лицо его постепенно обрело свой обычный естественный цвет, дрожащие руки легли на ручку мехов.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Капла кайсан эпӗ каҫчен те ҫаврӑнса ҫитес ҫук терӗм, пушӑ аврине тытрӑм та пӗрех тӗкрӗм кӗсрене хыҫалтан.Ну, думаю, эдак мне взад-вперед до ночи не обернуться, взял кнут да и ткнул ее в хвост.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Алӑ ҫава аврине туймасть, ҫава курӑка перӗннине туймасть, ура ҫӗре туймасть.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ак Анушка ҫава аврине ик аллипе тытрӗ, ак пӗвӗпе ҫӑмӑллӑн ыткӑнса сулса ячӗ, вара, хавхаланса, пӗр чарӑнмасӑр ҫулма пикенчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Утти те урӑх халь унӑн, чӗлхи-ҫӑварӗ те урӑх, вӑл ҫеҫ мар, аллинчи саламачӗ те урӑх — ун аврине таҫтан кӳрсе килнӗ йывӑҫран тунӑ, ик вӗҫне те пӑхӑрпа тыттарнӑ.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аврине шӑратса ҫыпӑҫтарма йывӑрах мар.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗри ҫывӑрать, тепри ҫӗҫӗ аврине ҫӳхе кантра пек чӗнпе яваклать.Один спал, другой обматывал рукоятку ножа тонким, как шнурок, ремнем.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Темӗнле курӑнми вӑй ман винтовкӑн аврине салатса ӑна алран туртса илнипе эпӗ аран ура ҫинче тӑрса юлтӑм.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ маузерӑн ӑшӑ аврине ярса тытса ерипен предохранительне туртса илтӗм.Я крепко сжал теплую рукоятку и тихонько сдернул предохранитель.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Лашине уттарса пырса Блюм темиҫе минутран ӑна чарчӗ, анчах пӑшӑхтарнӑ утӑн хӑйӑлти пӗччен сывлавӗ Блюма хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшпе пӗр тумлам шанчӑклӑх та парнелемерӗ; вӑл — виҫҫӗмӗш хут — лаша пуҫӗ ҫине выртсах тимлӗн тӑнларӗ, унтан хыттӑн хумханса-чӗтренсе лашана револьвер аврине ҫапрӗ; хыҫалтан лаша ури чӗрнисен шӑплӑхра ҫухала-ҫухала вӑйлансах пыракан иккӗленӳсӗр-ҫирӗп тӑпӑртатӑвӗ уҫӑмлӑн, васкаварлӑн та тӳлеккӗн ҫывхарса килет…
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Тӗплӗнреххи: шӑлран хаплаттару, питрен ҫупса яру, вӗлермеллех тенӗ пек хӗнени, саламат «апачӗ», пуҫран ҫӑра уҫҫисемпе, револьвер аврине шаплаттару.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хамӑн кӗсьере выртакан атте пехиллесе хӑварнӑ чи хаклӑ парнен — маузерӑн ӑшӑннӑ аврине хыпашласа эпӗ калама ҫук йывӑр ҫухату хыҫҫӑн типсе ӗлкӗреймен куҫҫулӗ витӗр ӑшшӑн кулкаласа, «савӑнӑҫлӑ вӑхӑт» ҫывхарнишӗн хаваслантӑм.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ ҫавӑрса касса тунӑ сивӗ пистолет аврине тӗрткелесе пӑхрӑм та, сыхланса маузера чӗркесе ещӗке чикрӗм.Я потрогал холодную точеную рукоятку и, осторожно завернув маузер, положил его в ящик.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ялканаш председателӗ Сикменовпа, унӑн ҫыруҫи Загуляев, ҫав тӗрлӗ пысӑк чынлӑ ҫынсем те, иттош, пӗри — хӗрелсе кайса, пӳрнисемпе сӑмси шӑтӑкӗсене чавать, тепри тата, ишек пек шухӑша кайса, ручка аврине кӑшласа ларать.
I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.