Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авантарах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Халӗрех тухса шӑвӑнсан авантарах мар-ши?»

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь эпӗ хушнине авантарах итлеме тӑрӑш!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрсен авантарах пулӗ тесе шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Майлаштарма тӑрӑшни авантарах тесе, хӑрах аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна кунта суйласси нимрен ытла вӑл вырӑсла перкелешме пултарнинчен килчӗ пулас та-ха, ҫапах та чунтанах савӑнчӗ вӑл уншӑн, унта ятлӑрах ҫынсене суйласан авантарах мар-ши тесе каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Камӑн пуяс ан килтӗр? — тет. — Кашни ҫын авантарах пурӑнасшӑн вӗт…»

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫтаппан ҫакӑнтах пулмалла, авантарах шырӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Авантарах пӗренесене аттепе пичче уран хӑмилӗх ҫурнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ара, Спанюк, эсӗ манӑн ана ҫине йӑран мӑкри урлӑ каҫса пӗр ҫӑпата пусӑм ытла кӗрсе вырнӑ-ҫке, пӑх-ха авантарах, — тет пӗр хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӗрӗп пек хутланса пурӑниччен, выҫӑ асапланса виличчен — ҫапӑҫса вилни ҫӗр хут авантарах.

Чем прятаться, как ежу, да с голодухи пухнуть, уж лучше в драке с ко штанам и погибнуть.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара вӗлли те лекмӗччӗ, шухӑшласа пыма та авантарах пулӗччӗ.

И улей бы его не задевал, и думать было бы спокойнее.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сивӗ шывпа ҫӑвӑнсам, Питне-куҫна тӗс кӗтӗр; Авантарах апатлан, Ака тума вӑй кӗтӗр.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑшӗнче пурӑнма авантарах — мачча кашти пуҫа перӗнекен пӗчӗк пӳртре-и е пятистеннӑй ҫуртра?

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, каймасан авантарах пулмасть-и, Северьян? — терӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, сана Чулхула патне ярсан авантарах? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хисеплӗ Абу-Бази, тен, санӑн киле кайсан авантарах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗрле ҫула тухсан, авантарах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тен, прошени парса хӑвӑрӑн ирӗкпе тухсан авантарах пулмӗ-и? — ӑнлантарчӗ ватӑ учитель.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пахчара сарса парсан авантарах пулӗ тесен, темӗншӗн, Укҫине кӑшт ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ (сывлӑшӗ, паллах, пахчара уҫӑрах, пӳртре Павлуш чирлесе ӳкни те ашшӗне курӑнмӗ).

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрремӗш авантарах сӑвӑ улттӑмӗш класра ҫырӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех