Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авантарах (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн йыттисене юрататчӗ, анчах яланах: «ашаксем ҫинче ҫӳреме авантарах», тетчӗ.

Он любил своих собак, но всегда утверждал, что «на ишаках ездить всё-таки лучше».

Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Хабаровскра хӑвар самолёта пуҫтарса лартсан, ӑна сывлӑшра вӗҫсе авантарах тӗрӗслесе пӑхӑр.

Когда соберете свой самолет в Хабаровске, опробуйте его в воздухе, проверьте все хорошенько.

Ҫынсене хӑтарма! // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Сирӗн ӗнер вӗҫнӗ пулсан авантарах пулнӑ пулӗччӗ те ҫав.

— Лучше бы вам лететь вчера.

Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Пӑс кӑштах сирӗлме пуҫларӗ, аялта та авантарах курӑнакан пулчӗ, эпӗ аэродром ҫине анса ларма шутларӑм.

Пар немного рассеялся, видимость улучшилась, и я стал планировать на аэродром.

Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ахальтен мар вырӑс халӑх пословици: «Пӗр ӑс аван, икӗ ӑс — тата авантарах», тет.

Не зря русская пословица говорит: «Ум хорошо, а два — лучше».

Мотор ӑса вӗрентрӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Пирӗн валли анса ларма хатӗрленӗ малтанхи ансӑр вырӑнпа танлаштарсан, ҫак вырӑн ҫапах та авантарах пулчӗ.

Это было все же лучше, чем та узкая беговая дорожка, которую они нам приготовили.

Япӑх аэродромсем ҫинче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫак ре-корда мана хампа пӗрле Матвеенко пек лайӑх механик вӗҫнипе, ҫул ҫинче пирӗн пирки тата пирӗн машина пирки ҫынсем тимлӗ пулнипе, хама выговор панӑ хыҫҫӑн хам айванланса кайманнипе, транспорт авиацийӗ енӗпе хама панӑ задание сивлеменнипе, ӑна мӗнле пулсан та авантарах пурнӑҫлама тӑрӑшнипе тума май килчӗ.

И мне удалось поставить его потому, что со мной летел такой прекрасный механик, как Матвеенко, потому, что люди по пути были внимательны к нам и к машине, потому, что я сам не распустился после полученного мною выговора, не отнёсся к заданию транспортной авиации пренебрежительно, а постарался выполнить его как можно лучше.

«Палӑрман» рекордсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ниҫталла пӑрӑнмасӑрах малалла вӗҫетӗп, авантарах ориентир тупса, ун тӑрӑх вӗҫсе пыма тӑрӑшатӑп.

Не меняя курса, продолжаю лететь, надеясь заметить хороший ориентир и по нему определиться.

«Палӑрман» рекордсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫӗр ҫинчен тӗтре хӑпарнӑ пулӗ, авантарах курӑнакан пулсан чиперех анса ларатпӑр, тесе шутларӑмӑр.

Думал, туман поднялся от земли и мы сядем при хорошей видимости.

Стратостат хыҫҫӑн хӑвалани // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ирпе шутлама авантарах пулать, терӗмӗр те эпир, каҫхи апат туса, ҫывӑрма выртрӑмӑр.

Утро вечера мудренее, решили мы и, поужинав, расположились на ночлег.

Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ӑна пӗччен пулни авантарах.

Ей одной лучше.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӑван пур енӗпе те чаплӑ ҫын мар, анчах вӑл эсир ун ҫинчен шухӑшланинчен нумай авантарах.

Он далек от совершенства, но он гораздо лучше, чем вы думаете.

IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Чугун ҫулпа танлаштарсан, шоссе ҫулӗ шуррӑнрах курӑнмалла, ҫавӑнпа ӑна асӑрхаса илме те авантарах пулмалла пек.

Шоссе белее пути, в полёте его должно быть лучше видно.

Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Хама панӑ задание мӗнле пулсан та авантарах тултарассишӗн тӑрӑшса, хӑшпӗр чухне эпӗ хама тепӗр хут тума юраман ӗҫсене те тӑваттӑм.

В своем порыве выполнить задание как можно лучше и быстрее я иногда делал такие вещи,

Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн самолёт авантарах пыма пуҫларӗ.

Теперь самолет шел уже лучше.

Эпӗ — лётчик! // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Шкулта вӗреннине пула эпӗ часах хама валли авантарах ӗҫ тупрӑм.

Благодаря учебе в школе я быстро нашел себе лучшую работу.

Аэродром ҫинчи конюх // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Апла пулсан, эпӗ тепӗр пӳлӗмре ларӑп: тен, сире пӗччен авантарах пулӗ.

В таком случае я посижу в другой комнате: может быть, вам приятнее быть одному.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах ман пата кайсан авантарах пулмӗ-и?

Но не лучше ли нам пойти ко мне?

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Радикалсемпе кашни кунах тӗл пулма пулать, ҫавӑнпа та вӑл ҫемҫен кулкаласа вӗсене хӑйсен чӑн-чӑн ӗҫне тума кӑтартса пачӗ: халӗ кунта, туристсем нумай килнӗ чухне, манпа калаҫса вӑхӑта сая яриччен, вӗсемпе калаҫсан авантарах пулӗ, терӗ вӑл.

С радикалами она могла встречаться каждый день; поэтому теперь, когда они обступили ее, она мягко указала им их настоящее дело, заметив с улыбкой, что не стоит тратить времени на нее, когда здесь так много туристов.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Каллех Китти Хоука кайсан авантарах пулӗччӗ, — тенӗ пӗр тӑванӗ.

Лучше бы поехать опять на Китти Хоук.

31. Йӗркеллӗ калаҫаҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех