Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юргина (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапӑҫу пуҫлансан, тул ҫутӑлса килнӗ вӑхӑтра, тревога илтсе Садкине килме тухсан, Лена шоссе ҫинче Матвей Юргина санротӑна илсе каякан лава курнӑ; лейтенанта утиялпа лайӑх чӗркенӗ, юнланнӑ кӗске кӗрӗкӗпе ҫиелтен витсе хунӑ.

Когда начался бой, на рассвете, услышав тревогу и собираясь в Садки, Лена увидела на шоссе обоз, везущий Матвея Юргина в санроту; лейтенанта хорошо укутали одеялом и накрыли окровавленной короткой шубой.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗнер парти пухӑвӗнче чухнехи пекех, Юргина самантрах Мускав шӑпишӗн сехӗрленни хупӑрласа илчӗ — вӑл вара хӑйне усаллатакан, чӑрсӑрлатакан тата никамран та хӑрами тӑвакан вӑй хускалнине туйрӗ.

Как и вчера на партийном собрании, Юргина мгновенно охватило необычайное чувство тревоги за судьбу Москвы — и он тут же услышал в себе толчки той знакомой силы, которая всегда заставляла его быть злым, бесстрашным и дерзким в бою.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакӑ Юргина хӑратнӑ.

Это пугало Юргина.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чунӗ тулашнипе, хӑй те асӑрхамарӗ вӑл, карланкине, пӑвӑннӑ чухнехи пек ыраттарса, Матвей Юргина Ольховка патӗнчи пӗр-пӗччен ларакан хурӑн айӗнче панӑ ыйтӑвах тепӗр хут каларӗ:

И сам не заметил, как в большом внутреннем напряжении, с болью в горле, повторил вопрос, какой задавал Матвею Юргину еще перед Ольховкой, у одинокой молодой березы:

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Каҫхи апат ҫисе пӗтерсенех Юргина рота командирӗ патне чӗнсе кайрӗҫ.

Сразу после ужина Юргина вызвали к командиру роты.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн халь Лена ҫинчен сӑмах тапратсан Юргина ҫав тери кӑмӑллӑ пуласса Андрей туйса илчӗ те: — Ну, мӗнле ӗнер? Курнӑҫрӑр-и? — тесе ыйтрӗ.

Андрей чувствовал, что Юргину будет очень приятно, если теперь, поговорив о Марийке, они заговорят о Лене, и он спросил: — Ну, как вчера? Поговорили?

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргина вара хӑй Андрейрен телейлӗ пек туйӑнчӗ, темшӗн ҫапла шухӑшласа илнине пула аванмарланчӗ те тусне йӑпатма шутларӗ:

Юргину подумалось что сейчас он счастливее Андрея, ему стало почему-то неловко от такой мысли, и он решил утешить друга:

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей ҫак кун ӑшра пытарма ҫук хаваслӑхпа сӑнарӗ Юргина.

Андрей с восхищением, какое трудно скрыть, наблюдал в этот день за Юргиным.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ленӑпа тӗл пулнинчен нимех те кӗтмелли пулман, анчах Юргина та нимле тупа туса панӑ сӑмах та кирлӗ мар; уншӑн ҫак ӑнсӑртран пулса иртнӗ тӗлпулусем те ҫителӗклӗ пулнӑ.

Встречи с Леной ничего еще не обещали, но Юргину и не надо было никаких обещаний; ему достаточно было того, что они произошли, хотя и случайно.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргина вӑрҫӑн симӗс ракети ҫути хӑй мӗнле пулнинчен пачах урӑхла кӑтартнӑ, анчах сасартӑк — Ленӑпа икӗ хутчен тӗл пулни — ӑна кулленхи ҫурхи хӗвел ҫутипе ҫутатнӑ та вӑл унччен мӗнле пулнӑ ҫавнашкалах юлнӑн туйӑннӑ.

Получалось так, будто война освещала Юргина холодным зеленым светом ракет, в котором весь его внешний облик был далек от реального, а тут вдруг только две встречи с Леной осветили его обычным светом весеннего солнца, и он стал тем, чем был всегда.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей те Юргина ыттисем пекех пӗлнӗ пулсан та, тӗрлӗрен сӑлтавсемпе вӑл ытти салтаксенчен ытларах ӑна ҫывӑх пулнӑ.

Андрей видел Юргина таким, каким видели его все, хотя, по разным причинам, и был к нему ближе всех солдат.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргина ҫапӑҫура пулӑшу кирлине пӗлсен, хӑй мӗнле хӑраса ӳкнине те аса илчӗ.

Вспоминала и то, как испугалась, когда узнала, что Юргину требуется помощь в бою.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем кӑшкӑрни Юргина ытларах хаярлатрӗ ҫеҫ.

Их вой только подхлестнул Юргина.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак хута вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Дубровка, тем ыратнӑ пек, пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ те Юргина хирӗҫлесе темӗн кӑшкӑркаларӗ, чӑмӑрне сывлӑшра сулкаларӗ.

Прочитав записку, Дубровка болезненно сморщился я, что-то крича, отрицательно замахал в воздухе рукой.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗске кун ҫути кӑвак тӗтӗмпе хутшӑнса пӑтранчӗ, йывӑҫсем ҫинче ялтӑртатса тӑракан пас сӳнчӗ, апла пулсан та, Юргина ирхи шурӑмпуҫӗ тӗнчене шупка хӗрлӗ ачаш ҫутӑпа ҫутатнӑ пек туйӑнчӗ…

Серенькой дымной мутью замутился короткий день, потух искристый иней на деревьях, а Юргину, несмотря на все это, казалось, что утренняя заря все еще наполняет мир розовым светом…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей Дубровкӑран хайне валли тата взвод командирӗ валли пӑрҫа яшки илсен, тин ҫеҫ хӗрсем кухня патне иртсе кайнӑ сукмак ҫине Юргина ертсе тухрӗ.

Получив от Дубровки котелок горохового супа на себя и на командира взвода, Андрей привел Юргина к тропе, по которой только что прошли девушки к кухне.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Матвей Юргина пулӑшмашкӑн траншейӑран пӗтӗм ротипех тухрӗҫ.

Из траншеи, на поддержку взвода Юргина, бросилась вся рота.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Посыльной Юргина тата тепӗр приказ пӗлтерчӗ: взводран полк штабне халех пӗр боец ямалла.

Посыльный передал Юргину еще один приказ: немедленно выслать от взвода одного бойца в штаб полка.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров майор ҫавӑнтах хӑй патне Юргина чӗнтерчӗ.

Майор Озеров немедленно вызвал к себе Юргина.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Лейтенант юлташ! — терӗ Андрей, Юргина аслӑрах звани мар, кӗҫӗнрех звани панӑ пек, кӑшт тытӑнсарах тӑрса, хуллентереххӗн, анчах ҫавӑнтах тата хытӑраххӑн малалла ыткӑнчӗ.

— Товарищ лейтенант! — сказал Андрей, задерживаясь, снизив голос, словно Юргину не повысили, а понизили звание, но тут же еще с большим порывом бросился вперед:

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех