Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юнашарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ман кил те юнашарах, Сӑр урлӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах пурӑнаканскерсем, «суйласа илнӗ рада» ҫыннисем — Курбский, Воротынский, Адашев, Сильвестр Шуйский, Басманов — часах пуҫтарӑнчӗҫ, ӗҫлӗ калаҫу пуласса сиссе ретен-ретӗн сӗтел пӗр енне ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах Сарри мӑрса хускалса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанпа юнашарах мӗнле хула туса лартрӑмӑр та (эп лартрӑмӑр тетӗп, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашсем те турӗҫ), ҫавӑн хыҫҫӑн чылай тытӑнса тӑрӗ-ши тутар патшалӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах тата патшан духовнӑй ашшӗ Сильвестр священник пырса тӗршӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑван хула ҫывӑхне килсе тухнине кура пулас, мӑрсасем шуйханса кайрӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӗсем юнашарах воеводӑсем тӑнинчен те питех именмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах чирлӗ ҫынсем ахлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах Атӑл хӑйӗн капмар хумӗсене анаталла ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулапа юнашарах, пӗр ялта, сан пек тепӗр ӑсчах пурӑнать — темле Шараф ад-дин Булгари историк.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп сӑмаха айккипе-тӑвайккипе ҫӳретме юратмастӑп, — каччу юнашарах санӑн.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑммӑн та мар тата — юнашарах вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах ҫӗлӗк персен те ҫӗре ӳкерми ҫӑра хӑмӑллӑ, тулли ҫурхи тулӑ уйӗ сарӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫула картласа чарӑнса ларнӑ автомашинӑсенчен пӑрӑнма тиврӗ, анчах юнашарах ларнӑ икӗ машина ҫула картласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Юнашарах — ҫутӑран хӑракан эмелсем усрама ятарласа тунӑ пӳлӗм.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Ак халь… палаткӑсем те юнашарах.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Халь ӗнтӗ юнашарах ишетпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Удмурт Республикипе юнашарах вырнаҫнӑ хулара ҫур ӗмӗр ытларах каялла Кама ҫинчи чи хӑватлӑ Воткинск гидроэлектростанцие хута янӑ, 1980 ҫулта физкультура институчӗ уҫӑлнӑ, пирӗн саманара вара сӑрт-ту йӗлтӗрҫисен тата биатлон центрне туса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Юнашарах симӗс пусӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кун пек тӗслӗх юнашарах темӗн чухлӗ.

Таких случаев вокруг полно.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Куракансемпе артистсем картлашка тӑрӑх юнашарах утса хӑпарни те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех