Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эх сăмах пирĕн базăра пур.
Эх (тĕпĕ: эх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, Иннокентий, нивушлӗ йӳнӗ хакпах ҫырлахасшӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Эх, пурнӑҫ…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Эх, пухӑнса лараҫҫӗ вара ҫак штабра шӗвӗрккесем, хӑйсене мӑн ҫын пек тытса тем сӳтсе яваҫҫӗ, тем канашлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Эх, ҫунашка!»)

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

«Эх, ҫунашка, ҫунашка, Юнашар ман Хураҫка. Ярӑнатпӑр ҫырмара, Пит илемлӗ таврара!

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Эх, мӑнтарӑн пурнӑҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хреҫҫи юлашки вӑйне пухрӗ те тытӑнчӑклӑ сасӑпа: — Эх, ачамсем, «Тӑлӑх выльӑх усраканӑн тути-ҫӑварӗ ҫулланнӑ, тӑлӑх ача ӳстерекенӗн пичӗ-куҫӗ юнланнӑ», — тенӗ пек пулса тухрӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Эх, пуҫтарӑнасчӗ ҫапла пурте пӗрле!» — тетӗп вара.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вӗҫелис, сӑн-питпе пӳ-сирен Нинӑран япӑхах мар пулсан та, хӑш чухне унӑн илемлӗхне, шухӑшсӑр ирӗклӗхне, тыткаларӑшне ӑмсанать те: — Эх, пӗр кун та пулсан Нина пек пулаясчӗ! — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Эх, эсир те ҫав, чаплӑ канашҫӑсем, ӑс паракансем!..

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эх, ӑҫта-ши ачалӑх кунӗсем?

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эх, тытӑнчӗ лекци вулама, енчен те эсӗ ҫапла ҫӳле хӑпарнӑ, ригель тӑрӑх утса кайнӑ пулсан сӑнчӑртан такӑнса аялалла вирхӗнеттӗн…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эх, Архипов юлташ!

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Эх, ачапчалла хӑтлантӑм», — ятласа илчӗ хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арӑм вара… эх, кайрӗ ахӑрса!

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Эх, эпӗ ун ҫинчен мансах кайнӑ!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Эх, курас килет-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Эх, тӑмана, тӑмана, Мӗн калам-ши эп сана! — Каҫпа ҫӗклен эс пуҫна, Аран уҫан ик куҫна, Ялан таҫта эс васкан, Ҫуртсем ҫумне ӑнсӑртран Пыра-пыра ҫапӑнан, Намӑс-симӗс ҫуккӑ сан, — Ашкӑнмашкӑн тытӑнан: Чӑх-чӗп тытма юратан, Ҫынна хӗн-хур кӑтартан…

Куҫарса пулӑш

Тӑмана // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Мӗн каласси: Кӑтра Иван — Сӑнпа чипер, чунпа йӑваш, Эх, тамаша, ӑна курсан, Каҫсах каять ман пӗр юлташ:

Куҫарса пулӑш

Ахӑлтатса хӗвел кулать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

«Эх, ырлӑх, — тет Михала, — Ҫумри ҫывӑх ҫынпала, Саркайӑк пек Санюкпа, Сар ҫурта пек арӑмпа…»

Куҫарса пулӑш

Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех