Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйт сăмах пирĕн базăра пур.
Ыйт (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗненместӗн пулсан, акӑ ҫӑханран ыйт.

— Хочешь, спроси у ворона!

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Анланмасан, тепӗр хут ыйт.

Спроси, если не поймёшь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Эсӗ, Лена, манран халлӗхе ним ҫинчен те ан ыйт.

Ты пока меня ни о чём не спрашивай.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Кай, яра пар, ман пата киле, — терӗ вӑл тӗлӗннипе хытса кайнӑ ҫынна тӗртсе кӑларса янӑ пекех хӑваласа: — унта арӑмран ыйт… вӑл сана чей ӗҫтерӗ, эпӗ халех пыратӑп, яра пар.

— Ступай, ступай ко мне в избу, — продолжал он, почти выталкивая изумленного мужика, — там спроси жену… она тебе чаю даст, я сейчас приду, ступай.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

— Юрать, аннерен эсӗ кунтӑк кайса ыйт, кайран вара пире хӑваласа ҫит, эпир хуллен утатпӑр.

— Ладно, проси у матери кузовок, догоняй нас, а мы пойдем потихоньку.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Аннӳрен тата кӑштах ҫӑкӑр ыйт, темиҫе чӗптӗм тӑвар ил.

Да хлебца у матери спроси, сольцы возьми.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫырла хуҫинчен ыйт авӑ!..

У Ягодая спроси!..

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ӗненместӗн пулсан — аттерен ыйт.

Не веришь — спроси у отца.

IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ кайсан, сутӑҫӑран укҫуна тата тепӗр хут ыйт.

А как только я уеду, ты опять попроси у него свои деньги.

Аслӑ ҫын, бадшах тата сутӑҫӑ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Юрӗ, ыйт! — килӗшнӗ тигр.

— Ладно, спроси! — согласился тигр.

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ыйт ху…

Спрашивай сама…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пурне те таса кӑмӑлпа йышӑн та каҫару ыйт.

Честно во всем признаться и заслужить прощение.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ, юлташ, манран ыйт.

Ты лучше меня спроси, товарищ.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эпӗ Сяо начальник… ан та ыйт, каламастӑп.

— Слыхал я, будто начальник Сяо… нет, лучше не спрашивай.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ун пирки эсӗ арӑмран ыйт! — пуҫне Дасаоцза енне сӗлтрӗ Бай.

— Ты ее спроси об этом! — кивнул Бай Юй-шань на жену.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Пыр, господинран кайса ыйт! — аллине сулнӑ Ли Цин-шань.

— Иди проси господина! — отмахнулся Ли Цин-шань.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ефимран ыйт — ӳсӗрличчен ӗҫнӗ-и, ӗҫмен-и?..

— Спроси Ефима — напивался ли я допьяна…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ыйт, ну!

Проси, ну!

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Лайӑхрах ыйт, — асанне.

А бабушка говорит: — Скажи как следует.

Эпӗ Гриша ятлӑ матроспа паллашни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

«Мӗнле каюта ку?» тесе ҫеҫ ыйт, — терӗ мана асанне.

А скажи: «Какая это каюта?» — говорит бабушка.

Пӑрахут ҫинче столовӑй пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех