Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шуҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Шуҫӑм (тĕпĕ: шуҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхи шуҫӑм ӑна хӗрлӗ тӗс кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Икӗ ҫырма пуҫне Ванюк каҫхи шуҫӑм сӳничченех пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗттӗм ҫӗр вырӑнне шуҫӑм килнӗ чухнехи пек ҫутӑ тӑрать.

Вместо ночи тянулась одна сплошная светлая заря.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вара… вара ҫав лӑпкӑ каҫ, ҫуллахи лӑпкӑ, тутлӑ сывлӑшлӑ ӑшӑ каҫ, кайӑк сассиллӗ, тухӑҫалла шуса пыракан шуҫӑм ҫутиллӗ каҫ ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗксӗм кӑвак тӳпене ҫӑлтӑрсем тухаҫҫӗ, аякра, вӑрман пек ҫӗкленсе тӑракан сӑрт леш енче, каҫхи шуҫӑм хӗвелтухӑҫнелле шӑвать, ҫил ҫаврӑнса килет те йывӑҫсене, Тимуша сӗртӗнет, ачашланса тем пӑшӑлтатать, унтан хӑй ҫулӗпе кайса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем урлӑ, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче, хӗрлӗпе сӑрланӑ тимӗр колоннӑсем каҫхи шуҫӑм ҫутатнӑ хыр вуллисем пек ҫиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уявра Ҫӗнӗ Пӑвари «Илем» халӑх фольклор ансамблӗ, Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил» ушкӑнсем, Юрий Кашкӑр юрӑҫ-композитор вырӑнти халӑха, хӑнасене чӑваш юрри-кӗввипе тыткӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Кӗҫӗр, шуҫӑм килнӗ вӑхӑтра, аҫа ҫапнипе ӗне ферминче пӗр витене вут хыпса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑртри вӑрман ҫинче хӗрлӗ шуҫӑм тилӗ пек йӑмӑхать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫавӑнтанпа шӑпчӑк хӑйӗн чи лайӑх юррисене ирхине, шуҫӑм килнӗ чухне юрлать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуҫӑм сенкерлене пуҫланӑ тӗле ача чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таврана ирхи шуҫӑм ҫути ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗрлешсе пысӑкланнӑ «Шуҫӑм» ялхуҫалӑх эртелӗн ӗҫченӗсем ҫулсерен пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ӳстереҫҫӗ, ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Ҫакна курсан, Лена кӑкӑрӗнче тутлӑ-тутлӑ кулӑ пӗрӗхесшӗн, капланса, тӑвӑлланса илчӗ, ку шалта тӗпӗртетекен артак, тапса тухса, самантрах хӗрӗн питне-куҫне ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе якатса ирхи шуҫӑм шевли сапрӗ, илемлетсе, кӗрен ҫеҫпӗллентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Асфальт сарнӑ ҫулпа вӑрманлӑ тӗле вашкӑртса ҫитсен, Пурис курать: ҫул хӗрринче пӗр тин ҫеҫ пӗве кӗрсе ҫитнӗ, ҫутам, майлӑ сӑн-питлӗ, сенкер шуҫӑм куҫлӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗр «сасӑласа» тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна хирӗҫ, каччӑ ҫинчен куҫне илмесӗр, ҫурхи хӗрхелтӗм шуҫӑм пек ҫиҫкелесе, тӗксӗм кӑвак кофта, хура юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗр утать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шуҫӑм сенкерленчӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шуҫӑм киличченех ларса ирттерчӗ Сима хула хӗрринчи вӑрманта, ӑшӑ ыйхӑран вӑраннӑ ҫурхи хӗвел ҫепӗҫ куллипе йывӑҫ тӑррисене ачашласа илсен ҫеҫ вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Савнӑ туспала антӑм кӳл хӗрне, Курас терӗм шуҫӑм килнине.

Куҫарса пулӑш

Савнӑ туспала // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 86 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех