Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шалта (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта пӳлӗмсенче юсав пырать, кирлӗ сӗтел-пуканпа оборудование туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ центр уҫӑлать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xzocffQGoZA

Куна та уҫрӗ, шалта «5 рублей» тесе ҫырнӑ.

Вскрыла и этот – внутри было написано: «5 рублей».

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Настьӑпа Ксюшӑн шалта мӗн пуррине питӗ пӗлес килнӗ.

Насте и Ксюше очень хотелось узнать, что же там есть.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Пӗрлешӳсенче шалта ҫул-йӗре йӗркене кӗртес пулсан тӑкакланнин ҫуррине каялла тавӑрма пулать.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61127

«Хальхи вӑхӑтра штукатуркӑна шалта пӗтернӗ, стяжка урайне тоже туса пӗтеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Шалта оборудованисене улӑштарас пулать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

Унӑн чӗринче, шалта, пӗр вӗҫсӗр пӗр сӑмах янӑраса тӑрать:

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Юрать! — илтӗнчӗ шалта.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Нимех те! — ответлерӗ хӗр шалта, унтан каллех пӳлӗмрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шалта рояль сасси илтӗнет — профессор пирӗн умран кӗнӗ хӗрачана тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шалта юлнӑ икӗ варрине милицие илсе ҫитерсенех Демахин, леш фуфайка кӗсйинчи квитанци ҫинчи адрес тӑрӑх кайса, виҫҫӗмӗшне, малтан чӳрече витӗр тухса тарма ӗлкӗрнине, тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ку эрнере Раксен шалта вӑй-хал тапса тӑрать.

Положение планет на этой неделе символизирует концентрацию большой энергии внутри Раков.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шалта, тӗттӗмрех кӗтесре, шап-шурӑ ҫӳҫлӗ ҫав тери ватӑ старик ларать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Этем тени апла териех шалта хӑйен мӗн пуррине пытарма пултараймасть пек те…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑкӑрлӑкри сад пахчи Ҫӑтмах пекех илемре, Анчах шалта хуралҫи — Хура упа ӳплере: Упа Урхан хуралҫи Пит шанчӑклӑ сыхлавра, Халӗ Чӗкеҫ ун хуҫи Ирӗк илнӗ пахчара.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шалта ҫын тӑмалӑхах ҫӳллӗ, сарлакӑшӗ вара икӗ метр пулать те пуль.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗлӗкхисене те, йывӑҫран тунисене, тиркекенех ҫук-ха: шалта сывлӑш уҫӑ, чуна ҫӑмӑл, хакӗ те йӳнех мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Шалта лӑк-тулли.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Шалта самантрах, шӑмма-шакка чусталантарса, пите юн тӑвӑнтарса, вӗри цунами хумӗ ӗрӗхсе ҫӗкленчӗ, ӑш-чикке йытӑ-кашкӑр ҫӑвӗ сӗрнӗ пек ҫемҫетсе, йӑштарса, пытанса пурӑннӑ туйӑмсене самант сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, ӑс-тӑна хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех