Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Кирек хӑш этем те — курӑк, унӑн пӗтӗм илемӗ — хирти чечек пек. 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине вӗрет те — хӑрать курӑк, тӑкӑнать чечекӗ: халӑх та ҫаплах — курӑк ҫеҫ. 8. Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать».
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑншӑн, вут-ҫулӑм улӑма ҫунтарса янӑ пек, ҫулӑм утта пӗтернӗ пек, вӗсен тымарӗ ҫӗрсе пӗтӗ, вӗсен чечекӗ тусан пек вӗҫсе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫа саккунне сивлерӗҫ, Израиль Святойӗн сӑмахне уямарӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7. Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8. ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9. тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10. хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11. ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17. ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18. лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19. пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20. юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21. Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22. «мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.3. Я принадлежу возлюбленному моему, а возлюбленный мой - мне; он пасет между лилиями.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн савнӑ каччӑм хӑй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрӗ: вӑл унта кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет, лили чечекӗ пуҫтарать.2. Мой возлюбленный пошел в сад свой, в цветники ароматные, чтобы пасти в садах и собирать лилии.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире ҫапла тархасламашкӑн санӑн каччу ыттисенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара?» 10. Манӑн савнийӗм шурӑ ӳтлӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, вунӑ пин каччӑран чаплӑрах вӑл: 11. пуҫӗ — таса ылтӑн; кӑтри — хумлӑ-хумлӑ, хура курак пек йӗпкӗн хура; 12. куҫӗсем — юхӑм шыв хӗрринче пурӑнакан, сӗтре чӑпӑл тӑвакан, киленсе ларакан кӑвакарчӑнсемех; 13. пичӗ — ырӑ шӑршӑллӑ чечек пахчийӗ, техӗмлӗ курӑксен йӑранӗ; тути — лили чечекӗ, мирра сӑрхӑнтармӑш; 14. аллисем — ахахлӑ-мерченлӗ икӗ ылтӑн чӑмӑр; хырӑмӗ — сапфир чулӗпе эрешленӗ, ӑстайлӑ якатнӑ сӑлан шӑммийӗ; 15. ури тунисем — ылтӑн никӗс ҫине лартнӑ икӗ мрамор юпа; пӗвӗ-сийӗ — Ливан тӑвӗ евӗр, кедр йывӑҫӗ пек мӑнаҫлӑн курӑнать; 16. чӗлхи-ҫӑварӗ — шерпет, кӑмӑлӗпе те вашават вӑл.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн икӗ кӑкӑру — лили чечекӗ хушшинче ҫӳрекен ту качакин йӗкӗреш путекки.5. два сосца твои - как двойни молодой серны, пасущиеся между лилиями.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Савнӑ тусӑмҫӑм — манӑн, эпӗ те — унӑн; вӑл лили чечекӗ хушшинче кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет.16. Возлюбленный мой принадлежит мне, а я ему; он пасет между лилиями.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ман савниҫӗм-пикеҫӗм ытти хӗрсем хушшинче — кӳкен тӗмӗсем хушшинчи лили чечекӗ пекех.2. Что лилия между тернами, то возлюбленная моя между девицами.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ; 18. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 19. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ; 20. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ; 21. тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ; 22. улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ ту; ҫав ҫутаткӑҫа ылтӑнран хывса-ҫапса ту; унӑн туни пултӑр, унран турачӗсем, чечек чашӑкӗсем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑччӑр; 32. унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑтӑр: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 33. пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулччӑр: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пултӑр; 34. ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулччӑр; 35. ҫутаткӑҫ тунинчен тухакан ултӑ туратӑн икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма пултӑр тата тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те улма, виҫҫӗмӗш икӗ турат айӗнче те улма пултӑр [тата ҫутаткӑҫ туни ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки пултӑр]; 36. улмисем, турачӗсем унран тухса тӑмалла: ӑна таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тумалла.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.