Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Царицынӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зоя юрласа пӗтерсен, ҫыран хӗрринчи пӗр беседкӑран ырласа хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ, унтан Царицынӑна ӗҫме-ҫиме килнӗ хӗрлӗ питлӗ темиҫе нимӗҫ сиксе тухрӗҫ.

Когда Зоя кончила, громкое браво раздалось из одной прибрежной беседки и оттуда выскочило несколько краснорожих немцев, приехавших покнейпировать в Царицыно.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫав вӑхӑтра partie de рlaisir кӑштах пӑчланса лармарӗ: Николай Артемьевич Мускавран кӑмӑлсарланса таврӑнчӗ (вӑл халь те Августина Христиановнӑна ҫиленнӗ-ха), хӑйне мӗншӗн чӗннине пӗлсен, вӗсемпе пымасси ҫинчен татӑклӑнах пӗлтерчӗ; Кунцовӑран Мускава, Мускавран Царицынӑна, Царицынӑран каллех Мускава, Мускавран каллех Кунцовӑна сиктерсе ҫӳресси ӑссӑр япала, терӗ, юлашкинчен тата, — терӗ вӑл, — малтан мана ҫӗр чӑмӑрӗн пӗр вырӑнӗнче тепӗр вырӑнӗнчинчен хавас пулма пултарасси ҫинчен каласа ӗнентерӗр, ун чухне каятӑп, терӗ.

Между тем partie de plaisir чуть не расстроилась: Николай Артемьевич прибыл из Москвы в кислом и недоброжелательном, фрондерском расположении духа (он всё еще дулся на Августину Христиановну) и, узнав в чем дело, решительно объявил, что он не поедет; что скакать из Кунцева в Москву, а из Москвы в Царицыно, а из Царицына опять в Москву, а из Москвы опять в Кунцево — нелепость, — и, наконец, прибавил он, пусть мне сперва докажут, что на одном пункте земного шара может быть веселее, чем на другом пункте, тогда я поеду.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак хутра та ҫавӑн пекех пулса иртрӗ: ӑна такам Царицыно илемӗ ҫинчен аса илтернӗ, Анна Васильевна вара сасартӑк хӑй тепӗр кунне Царицынӑна кайса килме шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ.

То же случилось и теперь: кто-то упомянул при ней о красотах Царицына, и Анна Васильевна внезапно объявила, что она послезавтра намерена ехать в Царицыно.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех