Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗрлӗ (тĕпĕ: хӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капла пӑхсан, тӳрех Мускаври Хӗрлӗ площадьри Ленин мавзолейне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, алсине хывса, сӑмсине тытса пӑхрӗ — алӑ лӑймакарах хӗрлӗ шӗвекпе хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тухӑҫра, пӗлӗт хӗрринче, малтанах хӗрлӗ кӗрен тӗс палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ ӑна ыран каҫчен лайӑх вуласа тух, — Степанов хӑй умӗнче тӑракан йӗкӗте пӗчӗк ҫеҫ хӗрлӗ кӗнеке тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван кутамккаран чӑкӑт, хӗрлӗ пилӗклӗ пӗремӗксемпе сахӑр кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, мӗн ачасем кайичченех, вӑрӑм хӗрлӗ чӗлхине кӑларса, паш-паш сывласа выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ара, Хветут хӗрне, леш, хӗрлӗ тутӑрпа ҫӳрекеннине, чӑнах вӑрласа кайнӑ тет ҫав кӗҫӗр.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урайӗнчи сӑмакун кӳлленчӗкӗ ҫийӗн хӗрлӗ йӗрсем курӑнма пуҫларӗҫ: карчӑкпа старике кӗленче ванчӑкӗсем касса пӗтернӗ сурансенчен юн юхать.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун вырӑнӗнче хӗрлӗ ялав вӗлкӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗнӗ-кӗменех ун куҫне хӗрлӗ ҫӑлтӑр пек йӑлкӑшакан икӗ пӑнчӑ, вӗсем тӗлӗнче икӗ вӑрӑм мӑйрака тата шап-шурӑ кӗлетке курӑнса кайрӗҫ, хӑлхине ме-е-ке-ке! тенӗ сасӑ пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыранах тытмалла та тӑррине хӗрлӗ ялав ҫакмалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сире, хӗрсем, мартӑн саккӑрмӗшне уявлама килнӗ каҫ пурне те хӗрлӗ тутӑр ҫыхса килме ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пуҫне те хӗрлӗ тутӑр ҫыхса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн тесе? — ыйтрӗ хӗрлӗ куҫӗсем чарӑлса кайнӑ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахаль те хӗрлӗ сӑнӗсем ытларах хӗрелме пуҫласан, уҫӑрах, янӑравлӑрах сасӑпа шавласа калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уринчи хӗрлӗ сӑран тыттарнӑ романовски шурӑ кӑҫаттисем урайне тӗреклӗ пусаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килӗнче ним ҫук пулин те, кунта вӑл хуҫа пекех, Ленин портречӗ айӗнче, хӗрлӗ хӑмач витнӗ сӗтел хушшинче ларать, сӑмах та калать.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мала хӗрлӗ хӑмач витнӗ сӗтел лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пӗрремӗш кӗлтине чӗркуҫҫипе пусса ҫыхнӑ вӑхӑтра ҫуртри пусси леш енчен хӗрлӗ хӗвел хӑй пуҫне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫне вӑл тӳпеттей тӑхӑннӑ, йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ вӑрӑм халачӗ ҫинчен, темиҫе хут ҫавӑрса, пусма пиҫиххи ҫыхнӑ, урине хӗрлӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех