Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрачасем (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, сӑмахран, Калмӑкри «Дольган» ташӑ ансамблӗн ертӳҫи Владимир Лиджи-Горяев ҫапла пӗлтерчӗ: «Чӑваш Ене ансамбльпе иккӗмӗш хут килтӗм, анчах хальхинче — урӑх йышпа, урӑх ачасемпе. Вӗсем фестивале ҫунса тӑракан куҫпа сӑнарӗҫ. Тинех вӗсем эпир пурӑнакан вырӑна ҫывӑх Каспи тинӗсне юхса кӗрекен Атӑла курчӗҫ. Хӗрачасем тӗрӗ музейне кӗрсе тухрӗҫ, мӗн курнипе халӗ те хӗмленсе тӑраҫҫӗ. Арҫын ачасем Атӑлта чӑмпӑлтатма ӗмӗтленеҫҫӗ».

Вот, например, руководитель танцевального ансамбля Калмыкии "Дольган" Владимир Лиджи-Горяев сказал так: "В Чувашскую Республику с ансамблем приехал во второй раз, на этот раз - другим составом, другими детьми. Они за фестивалем наблюдали горящими глазами. Наконец-то они увидели Волгу, которая впадает неподалеку от нас расположенное Каспийское море. Девочки побывали в музее вышивок, от увиденного до сих пор в восторге. Мальчики мечтают искупаться в Волге".

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тухӑҫ ӑнса пултӑр тесе хӗрачасем ана ҫийӗн чӑх ҫӑмартисем кустарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Чупура кӑтартусемпе мухтанаймарӗҫ пулсан та, хӗрачасем ӑмӑртӑва хутшӑнса хӑйсен вӑй-хӑватне тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Ку, акӑ – Пике, ку Лиза ятлӑ. Вӑл кӑмӑлӗпе чи йӑвашши. Тиара вара кӑшт куштанрах», – янаварсемпе паллаштарчӗҫ хӗрачасем.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Сӑн ӳкерчӗкри Снежана Целищевӑшӑн, Мария Протоповичшӑн, Виктория Егоровӑшӑн вӗсем чӑннипех те ҫывӑх, хӗрачасем пушӑ вӑхӑта вӗсемпе ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Уйрӑмах хӗрачасем маттур — Наталия Тихонова, Эвелина Яковлева, Эльвира Филиппова.

Особенно девочки молодцы - Наталия Тихонова, Эвелина Яковлева, Эльвира Филиппова.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Эпир тӑлӑхсене хамӑр хӳтте илнӗшӗн чи лайӑх парне вӑл — вӗсем пархатарлӑ ҫул ҫине тӑни, — терӗ Настьӑпа Машӑшӑн чӑн-чӑн анне пулса тӑнӑ /хӗрачасем хӑйне анне тесе чӗннӗрен ҫапла калатӑп/ ӑшпиллӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хӗрачасем иккӗшӗ те ӑслӑ, тавҫӑруллӑ, тӗрлӗ енӗпе пултаруллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хӗрачасем те Канаш хулинче ҫуралнӑ.

Девочки тоже родились в городе Канаш.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Арҫын ачасемпе хӗрачасем мӗнле туслӑччӗ тата!

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

3. Салпаадӑн вара — вӑл Хефер ывӑлӗ пулнӑ, Хефер — Галаад ывӑлӗ, Галаад — Махир ывӑлӗ, Махир вара Манассия ывӑлӗ пулнӑ — ывӑл ача пулман, хӗрачасем [ҫеҫ] пулнӑ.

3. У Салпаада же, сына Хеферова, сына Галаадова, сына Махирова, сына Манассиина, не было сыновей, а [только] дочери.

Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрачасем те вӑй виҫрӗҫ, пӗр-пӗрне минтерпе «ислетрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Курнавӑшри культура ҫуртӗнче 9-11 классенче вӗренекен хӗрачасем «Чӑваш пики» конкурсра тупӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех