Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвала сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑвала (тĕпĕ: хӑвала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Атя хӑвала, атте, лашуна.

— Давай, отец, погоняй лошадь.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑвала та яр эс ӑна.

— Прогони его ко всем чертям!

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Килте лармасть вӑл, ял хыпарӗ, Хӑех ҫӳрет — ан хӑвала.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫула тухсассӑн хӑвӑрт утӑр, Кӑштах кайсассӑн, хӑвала.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пит савӑнать Ухтер, хӗрет; Пӗр май ӗрлет вӑл: «Хӑвала

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ратник, хӑвала вӗсене, кӗпер патӗнче кӗпӗрленсе те ан тӑччӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвала мана, Северьян, анчах эпӗ айӑплӑ мар…

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Атя, хӑвала! — терӗ Тукай ывӑлӗпе пӗрле каялла хӑй урапи ҫине кӗрсе ларса.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хытӑрах хӑвала, ҫултан ан пӑрӑн! — ҫурӑмран тӗртрӗ мӑрса хӑйӗн лавҫине.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвала лашуна, ямшӑк! — терӗ Вандюков, Даниловпа юнашар ларкӑч ҫине вырнаҫса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑвна валли тата икӗ ача туп та кашни кун хӑвала пӗр вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑма ҫак урхамахсене.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвала, Элентей! — хуҫа хӑйӗн эрешлӗ ҫатан урапи ҫине улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвала хытӑрах! — хушрӗ ӑна Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ун пекех ан хӑвала ҫавсене, кин.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑвала часрах!

Куҫарса пулӑш

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

Эс хӑвала ӑна, каллех тарма пултарать, ҫӗр ҫӑтманскер…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑванп а Унеҫӗм вӑл эрленнине итлесе тӑмарӗҫ — пахчана сирпӗнсе тухрӗҫ, таркӑнсене хӑвала пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, хӑвала! — савӑнса кайрӗ хайхи хресчен, брюки кӗсйинчен ҫирӗм пилӗк эрӗлӗх укҫа туртса кӑларчӗ.

— Давай, гони! — обрадовался он и вынул из кармана брюк двадцатипятиэровую монетку.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ан хӑвала мана, Феня, — тенӗ Афанасий Львович хӗре, ачашшӑн унӑн сассинче хурлӑх сисӗннӗ.

— Не гони меня, Феня, — ласково обратился к ней Афанасий Львович, и в голосе его дрогнула скорбная нотка.

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Иртнӗ пулсан, тата тепӗр станца хӑвала, икӗ, виҫе станцӑ кустар — пурӗпӗрех!

Если проехал, гони еще станцию, две, три — все равно!

IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех