Шырав
Шырав ĕçĕ:
Буфет карлӑкне хирӗҫ лартнӑ тӑваткал сӗтел хушшинче виҫҫӗн лараҫҫӗ: куҫлӑхлӑ самӑр та кукша ҫын; хурарах сӑнлӑ ҫамрӑк; виҫҫӗмӗшӗ — хыткан та хӗвел ҫинче пиҫсе хуралнӑ питлӗ арҫын, ку вара фуфайка тӑхӑннӑ, аркисене шӑлаварӗ айне чикнӗ.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Урисемпе аллисем ҫине хитре кӗмӗл сулӑсем тӑхӑннӑ; ҫинҫе пилӗкне те кӗмӗл кӑшӑл пӗрсе тӑрать, пӗчӗк урисем ҫинчи сандалисене хурарах кӑвак тӗслӗ чӗнсемпе ҫыхнӑ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Юханшыв пысӑк кукӑр-макӑрсем туса ҫап-ҫара та хуп-хура тӗмсем хушшипе, вӑл халиччен курнӑ тӗмсенчен те хурарах, ҫарарах тӗмсем хушшипе юхать.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вара кактуссен хыҫӗнче пытанса ларнӑ марсиансем халӗччен пулман, тӗлӗнтерсе аптӑратакан ӳкерчӗк курчӗҫ: тутӑхнӑ капмар ҫӑмарта, ҫурт капашӗллӗскер, кӗрлеме-ӳхӗрме пуҫларӗ, ун айӗнчен тусанпа тӗтӗмӗн хурарах хӗрлӗ пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унта хурарах хӗрлӗ-хӑмӑр тир силленет, ҫаврӑнать-кусать.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсем хупӑ симӗсрех тӗслӗ, шрифт — геометри ӗлкиллӗ, хурарах хӗрлӗ, ҫемҫе сӗмлӗ.Бумага их была зеленоватая, шрифт геометрического очертания, мягкой, коричневой окраски.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑрӑмпа машин ҫӑвӗ кӗрсе тулнипе хуралса ларнӑ унӑн пӗчӗк пичӗ ҫинчи пӗрмексем, вӑл куҫӗсене хӗснӗ чух тата хурарах та таранрах пулса тӑчӗҫ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ҫав вӑхӑтра, алӑкран шаккамасӑрах, пӳлӗме вӑтам пӳллӗ, тӗреклӗ, хурарах сӑнлӑ ҫын, симӗсрех тӗслӗ гимнастеркӑпа пысӑк атӑ кунчи ӑшне чикнӗ сӑран брюки тӑхӑннӑскер, кӗрсе тӑчӗ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Пит-питех ӗнтӗ, хамӑрӑн чылай чӑваш хӗрӗсенни евӗр вӑр-ҫаврака пит, ҫӳҫӗ майлах хурарах сӑн.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ним чӗнмесӗр пӗр-ик виҫӗ чӗркке ӗҫсен, вӑл хытӑ янтӑратса хӑм! тесе илетчӗ; пурте шартах сиксе ун патнелле ҫавӑрӑнса пӑхатчӗҫ, вӑл янах шӑммийӗпе ывӑҫ тупанӗсем ҫине тайӑнса, ҫынсем ҫине вӗсене хӑйпе вӑрҫма чӗннӗ пек пӑхатчӗ, тураман ҫӳҫӗ ҫилхе пек унӑн кӳпчесе ларнӑ хурарах питне тискеррӗн хупласа тӑратчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аҫаҫури шутсӑрах начарланса кайнӑ пичӗпе ман ҫине йӑл кулса пӑхатчӗ, унӑн хурарах куҫӗсем тата пысӑклансарах кайнӑччӗ, вӑл пӗтӗмпех якалса пӗтнӗ пек, имшерленсе кайнӑ пек туйӑнатчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫемҫе те хитре сӗтел-пукан нумай ларнӑран пӳлӗмӗнче, кайӑк йӑвинчи пек, тӑвӑрччӗ, чӳречисене чечексен ҫӑра симӗс ҫулҫисем картласа ишнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте кӑмакан юр пек шурӑ изразцисем йӑлтӑртататчӗҫ, кӑмакапа юнашар хура рояль йӑлкӑшса ларатчӗ, стенасем ҫинчен тата рамӑсен тӗксӗм ылтӑнӗ ӑшӗнчен темле хурарах тӗслӗ хутсем пӑхса тӑратчӗҫ, славян ҫырӑвӗн шултра саспаллийӗсем унта чалӑшшӑн сапаланса пӗтнӗччӗ, тата кашни хучӗ айӗнче те кантра ҫинче тӗксӗм те пысӑк пичет ҫакӑнса тӑратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫул хӗрринче эпӗ хурарах сукмака асӑрхарӑм, вӑл пӗр шит ытла ӳснӗ тӗксӗм симӗс ыраш калчи хушшинче кукӑр-макӑр тӑсӑлса выртать, ҫак сукмак мана темӗншӗн яла аса илтерчӗ, унтан, ял ҫинчен аса илни, шухӑшсен темӗнле ҫыхӑнӑвӗпе, мана Сонечкӑна тата эпӗ ӑна юратса пӑрахнине астутарчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш Ивин — Сережка — хурарах сӑнлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ ача, ҫирӗп сӑмси каҫӑртарах, хӗп-хӗрлӗ хитре тути ҫӳлти ретри тухарах ларнӑ шурӑ шӑлӗсене сайра хутра ҫеҫ хуплать, тӗттӗмрех кӑвак куҫӗсем илемлӗ, ытла та ҫивӗч сӑнлӑ хӑй.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр чӳречинчен пирӗн ҫине хурарах платье тӑхӑннӑ ҫамрӑках мар хӗрарӑм пӑхрӗ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шеренгӑран хурарах сӑнлӑ, ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ пӗр вуникӗ ҫулхи хӗрача тухса тӑчӗ.Из шеренги выступила стриженая смуглая девочка лет двенадцати.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Куҫӗсемпе манпа тӗл пулсан, вӑл ман ҫинчен куҫ илместчӗ, хӑйӗн куҫӗсем те илемлӗ, сенкер тӗслӗ, ҫӳҫӗнчен те хурарах куҫхупаххисем айӗнчен пӑхаҫҫӗ, хӑй ҫемҫен кӑна кулкалать, куллинче ҫынна саламлани те, кӑштах тӑрӑхлани те палӑрать.
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн сӑн-пичӗ хусканкаласа ҫеҫ тӑрать, хӑй ӑслӑ ача пулнине кӑтартать; хурарах куҫ хӑрпӑкӗсем айӗнчи куҫӗсем сап-сарӑ, янтарь пек курӑнаҫҫӗ, тимлӗн те чеереххӗн пӑхаҫҫӗ.
4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, — пит те чӑнласах каларӗ хура куҫӗсем пӗр-пӗринчен аякра вырнаҫнӑ типшӗм, хурарах сӑнлӑ ача, — эпир пурне те эсир каланӑ пек тӑвӑпӑр.
3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн тем пысӑкӑш трубинчен тухакан тӗтӗм ҫӑрарах та хурарах ӗнтӗ.
Ӑсату салючӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.