Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Христос (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Христос тӗнне ӗненмеҫҫӗ ӗнтӗ, анчах пурӗ пӗр пирӗн пек этемех-ҫке вӗсем, — Едигершӗн мар, хӑйӗн ҫыннисемшӗн каласа хучӗ Иван Васильевич.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Христос пирӗн майлӑ, княже, чакма ун пекех васкас мар, — терӗ Иван Васильевич хӑйӗн ҫиллине аран-аран тытса чарса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Христос турӑ эпир хӑйне мӗнле ӗненнине курса тӑтӑр, пире хамӑр тӑшмансене ҫӗнтерме пулӑштӑр…

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ хама Христос шанса панӑ христиансене ҫапла вӗлернине тек тӳссе тӑма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл ӑсчахсем, ҫӑмӑллӑнах Христос тӗнне йышӑннисем, ӳкӗтлекен е тӗрлӗ ырлӑхсем сӗнекен тупӑнсан ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн тутар-мишере те куҫма пултараҫҫӗ.

— Эти умники, что с легкостью приняли веру Христа, с такой же легкостью примут и ислам, если им посулят какие-нибудь блага.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурин те Христос турра ӗненмелле, вырӑсла калаҫмалла.

А потому должна быть одна вера — Христова и один язык — русский.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан эпир сире Христос тӗнне йышӑнтаратпӑр, унтан вырӑсла вӗрентме тытӑнатпӑр.

Для начала мы вас обратим в православие, а затем будем обучать русской речи.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ма эсӗ, сан тусу Михапар тата ыттисем хӑшӗ-пӗри, Христос тӗнне йышӑнма ҫав териех хӑратӑр?

Почему ты, твой дружок Михабар и другие так боитесь принять Христову веру?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Манӑн, Христос тӗнне чӑваш хушшине саракан ҫыннӑн, хам килте тӗшмӗше ӗненекенсене пытарса усрамалла-ши?

Выходит, я, призванный распространять средь чуваш Христову веру, держу в своем доме нехристя, верящего всяким идолам и киреметям.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ «сиен» тунине: киремет картисене ваттарнине, килӗрен апат-ҫимӗҫ пуҫтарнине, ҫынсене пусахласа Христос тӗнне йышӑнтарнисене ҫеҫ кураҫҫӗ вӗсем, эпӗ ҫутталла туртнине ним вырӑнне те хумаҫҫӗ…

Они видят во мне один только «вред»: я их киремети разоряю, подношения с паствы собираю, в Христову веру силком обращаю… А то, что я их тащу к свету, этого они не понимают…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Шыва кӗнисене» — Христос тӗнне йышӑннисене ялта ҫапла калаҫҫӗ — халь урӑх ҫӗре пытараҫҫӗ.

Кладбище это запретное — сюда украдкой заглядывали лишь те, кто остался верен своим богам.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа вӗсен пӗртен-пӗр ҫул — часрах Христос тӗнне йышӑнса вырӑсланса каясси.

Поэтому у них один-единственный путь — скорее обруситься во Христе.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Христос тӗнне йышӑнса сутмастӑп эпӗ аттепе аннене.

И я не стану их предавать, принимая веру в Христа.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп кӗместӗп чиркӗве, икӗ питленсе Христос тӗнне те йышӑнмастӑп.

— А я не пойду в церковь и лицемерить не стану, будто принимаю веру в Христа.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑвашсенчен нумайӑшӗ Христос тӗнне йышӑннӑ, вырӑс ятне илнӗ.

Большинство чувашей приняли веру в Христа, имена русские взяли.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӗве хулине ҫитсенех Хвантейпе Авӑстее Христос тӗнне йышӑнма хистеҫҫӗ.

По прибытии в Свияжск Авостею и Хвандею приказали принять христианство.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Марфа Ефимовна патне Ильинкӑран палла тӑран икӗ усламҫӑ майра килнӗччӗ те, каҫхине хуҫасем ҫав ятпа «Христос юнне» те сыпкаланӑ пулас, сӗтел ҫинчи черкке тӗпӗнче хӗрлӗ шӗвек курӑнать.

На столе увидел рюмки с недопитым красным вином, закуски, вчера к попадье нагрянули гости — две майры из Ильинки, вот, видать, и отведали хозяева с гостями «христовой крови».

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тата ҫакна та пӗлтерсе хума пулать: Мускав Хусана хирӗҫ пыракан кӗрешӳре ҫурма ҫулта чарӑнса тӑрас ҫук, эпир турӑ пулӑшнипе вӑл кӗрешӗве вӗҫнех ҫитерӗпӗр, Христос тӗнӗн тӑшманӗсене татӑклӑнах аркатса тӑкӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Христос пулӑштӑрах сана аслаҫупа аҫу пуҫланӑ сӑваплӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хоругви ҫине Христос вырӑнне авалхи грексен пур чиртен те сыватакан Панакея сӑнне сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех