Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Христоня (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Христоня ун сӑмахӗсемпе килӗшмесӗр пултарайман.

Христоне ничего не оставалось, кроме как согласиться.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ниепле каласа ӑнлантармалла мар тӗлӗнсе хытса кайнӑ Христоня, асаплӑ шӑплӑхра тӗлӗрекен пӗтӗм вӑрмана янӑратса, хыттӑн кӑшкӑрса янӑ:

С ничем не объяснимым восторгом Христоня рявкнул на весь завороженно-молчаливый лес:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, Христоня тӗлӗнсе хашлатса янине илтсе, качака, ҫиҫӗм пек юман чӑтлӑхне тапса сикнӗ; казаксем вара унӑн тӗссӗр кӑвак чӗрнисен йӑлтӑрккипе тӗве тирӗ тӗслӗ кӗске хӳрине ҫеҫ курса юлма пултарнӑ.

Коза, услышав Христонин изумленный вздох, так махнула по молодому дубняку, что лишь мигнули в глазах казаков сине-сизые глянцевитые раковины копыт да верблюжьего цвета куцый хвост.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич, мӑкӑрич санран! — хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ Христоня.

Пантелей Прокофич, магарыч станови! — гаркнул Христоня.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пас тытнӑ алӑк йынӑшса илчӗ те, пӳрте Аникушка, Христоня тата мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ килпетсӗр мулахай тӑхӑннӑ Томилин Иван кӗрсе тӑчӗҫ.

Застонали схваченные морозом порожки, вошли Аникушка, Христоня, Томилин Иван в несуразно высокой заячьего меха папахе.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Йытӑ ҫинчи пекех ӳт илсе ларать, — ҫилӗллӗн мӑкӑртатрӗ Христоня.

— Загоится, как на собаке, — урчал Христоня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Христоня кӑвак ҫутӑпа тин таврӑнчӗ.

Христоня вернулся на рассвете.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Службӑра пӗрле пулнӑ казаксенчен пӗри хӑйӗнпе хирӗҫме пуҫланине кура Христоня мӗкӗрсе ячӗ:

Христоня рычал, отбиваясь от нападавшего на него полчанина:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тинех кӑмӑлӗ тулнӑ Христоня тек шарламарӗ, тепӗр оратор сӑмахӗсене унчченхи пекех тимлӗн тӑнласа тӑчӗ, унтан ҫӗкленӳллӗн чӗтренсе тухакан хулӑн сассипе, ҫӗршер сасӑсене хуплантарса, пырне ҫурас пек кӑшкӑрса ячӗ: «тӗ-ӗ-ӗ-ӗрӗс!..»

Христоня, удовлетворенный, замолкал, слушал нового оратора с прежним неослабным вниманием и первый покрывал сотни голосов своим густым октавистым «верна-а-а!..»

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кусем тата камсем? — Воронежри съезд суйласа янӑ делегатсен ушкӑнӗ ҫине кӑтартрӗ Христоня.

— А эти кто такие? — указывал Христоня на группу делегатов воронежского съезда.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кам ку? — Григорирен ыйтрӗ Христоня, кӗрепле пек вӑрӑм аллипе тӑсса кӑтартса.

— Кто это? — вытягивая граблястую руку, допытывался у Григория Христоня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— К-к-кӗ-ерт аҫи!.. — Христоня ҫӑварне ҫурса пӑрахас пек карса пӑрахса кулса ячӗ, аллипе сулчӗ, унтан, тӳссе тӑраймасӑр, кӑшкӑрса ячӗ:

— С-с-сукин сын!.. — Христоня, раздирая рот улыбкой, всплеснул руками и не выдержал, загоготал:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсрел тулласа кайманскер!.. — хаваслӑн пӑшӑлтатрӗ Христоня.

Язви его в почки!.. — восторженно шептал Христоня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Христоня пуҫне пӑркаласа, сӗтел хушшинче ларакан президиум ҫине сӑнаса пӑхрӗ.

Христоня, поводя головой, разглядывал сидевший за столом президиум.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сывви сывах та, утни-чупни пӗрешкел, — кулкаларӗ Христоня, ҫур аршӑн сарлакӑш ывҫипе Григорин пӗтӗм аллине хупласа тытса.

— Здорова, да, стал-быть, не дюже семенна, — посмеивался Христоня, забирая в свою полуаршинную ладонь всю руку Григория.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чыхса тултарнӑ пек хӗсӗнсе тӑнӑ казаксем, хӑйсенчен чылай ҫӳллӗ Христоня ҫине шиклӗн те хисеплӗн пӑхса, хаваслӑн шӑл йӗрсе кулчӗҫ.

Казаки, стоявшие тесным гуртом, заулыбались, с невольным почтением разглядывая Христоню, бывшего на голову выше всех.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх кӑна лапчӑтса хуратӑп та акӑ! — терӗ те Христоня, лутра пӳллӗ казака ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе, хӑй умӗнчен аяккалла сирсе тӑратрӗ, малалла хирӗнсе утрӗ.

Раздавлю, стал-быть! — пообещал Христоня и, легко приподняв, передвинул мелкорослого казака, шагнул вперед.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Манран ан юл эсӗ, — ӗхлетсе илчӗ Христоня, чавсине ӗҫе ярса.

— Держи за мной, — закряхтел Христоня, работая локтями.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗлместӗп: те округ управленийӗнче, те почтӑра, — сивлеккӗн хуравларӗ те хӗрарӑм, Христоня сӑмси умӗнчех алӑка шатлаттарса хупса хучӗ.

— Наверное, в окружном управлении или на почте, — ответила хозяйка, равнодушно захлопывая дверь перед носом Христони.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мелехов Григорин хваттерне шыраса тупса, Иван Алексеевичпа Христоня унта кӗчӗҫ, анчах Григорий килте пулмарӗ.

Разыскав квартиру Мелехова Григория, Иван Алексеевич и Христоня узнали, что его дома нет.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех