Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хальхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хальхи (тĕпĕ: хальхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2015 ҫул вӗҫне урамсенче пӗтӗмпе те 20 лампа кӑна ҫуннӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра вӗсене 300 ытла светильник ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Ача-пӑчана ӳстерме-аталанма хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗ условисем тӑвассине, хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессине патшалӑх пысӑк пӗлтерӗше хурать.

Создание современных условий для роста и развития детей, обеспечение их безопасности — безусловный приоритет государства.

Олег Николаев воспитатель кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/27/ole ... atelya-i-v

Хальхи пек ӑшӑ тумтир пулман: ҫӑпата, сайра хутра ҫӑм атӑ, фуфайка, ҫӳхе кӗпе, улача тутӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Хальхи вӑхӑтра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсем юлманпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Тӑхӑнмалли тумтир те хальхи пек мар, начар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Тӑвай тӑрӑхӗнчен хальхи Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫне куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Ун чухне ҫынсем килӗсенчен хальхи пек помидор калчи ӳстермен.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Хальхи вӑхӑтра Канашри районсем хушшинчи прокуратурӑра 12 ҫын ӗҫлет: С.А. Фирсов прокурор, прокурорӑн ҫумӗсем — А.М. Багаутдинов, С.В. Валерьянов, прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫисем — Э.Н Казанков, А.В. Константинов, А.Ю. Михайлов, И.М. Тимофеева, прокурорӑн пулӑшуҫисем — О.В. Карлина, М.С. Кириллова, А.С. Кутров, И.Н. Лушников, К.Д. Страстотерцев, ҫавӑн пекех Н.В. Емельянов специалист, В.Н. Ильин водитель.

Куҫарса пулӑш

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

Хальхи вӑхӑтра Яков Александрович — Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

Вӑл хальхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чаккире 1918 ҫулхи февралӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

Хальхи вӑхӑтри мероприятисене халӑх культурин элеменчӗсене кӗртсе уява тата илемлӗрех тума тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Хальхи вӑхӑтра сумлӑ ҫуралнӑ кунне кӗтсе илнӗюбиляр хӗрӗ патӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Хальхи вӑхӑтра юр пӗр метр хулӑнӑш ҫуса лартас пулсассӑнах ахлататпӑр, хамӑра ытла та вӑйсӑр туятпӑр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Масар ҫинчен хыттӑн макӑрса таврӑннине хальхи пек астӑвать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Чӑн та, хальхи вӑхӑтра ҫак илемлӗ ятпа чӗнекен хӗрсене сайра хутра кӑна тӗл пулатӑн.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Татьяна кунӗ — революцичченхи тата хальхи Раҫҫейӗн аслӑ шкулӗнче вӗрентекенсемпе студенчӗсен уявӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Унчченхи Шӑхасан районне (1935-1956) хальхи Вӑрнар районӗн ялӗсем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Хальхи вӑхӑтра фермӑри выльӑх йышӗ 100 пуҫран та иртнӗ, вӗсенчен 45-шӗ — ӗнесем.

Куҫарса пулӑш

Никоновсем районта кӑтартуллӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%bd%d0% ... %8b%d1%80/

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — районти вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева, районти централизациленӗ клуб системин директорӗ Ольга Микушина тата районӑн тӗп архитекторӗ Сергей Николаев журналистсене Мӑкӑр кӗперӗн шӑпине хальхи вӑхӑтра ҫӗршыв шайӗнче пӑхса тухнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Хальхи вӑхӑтра чукун ҫул ветки ял айккипе иртет.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех