Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фаддеевна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн карчӑкӗ Фаддеевна, типшӗм, пӗкӗрӗлсе кӗнӗ пулсан та ҫав тери тӑрӑшаканскер, шӑпах леш, Макариха патӗнче сивӗ хӗл пуласси ҫинчен каласа панӑскер, партизансем валли пӗр пысӑк чугун шуратман ҫӗрулми пӗҫерсе пачӗ тата ыра кӑмӑлпа пахча ҫимӗҫ кӑларса лартрӗ.

Сухонькая, согбенная, но очень хлопотливая хозяйка Фаддеевна, та, что предсказала в доме Макарихи суровую зиму, сварила партизанам огромный чугун картошки в «мундире» и щедро выставила на стол свои соленья.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑнах Фаддеевна каялла кайма пуҫтарӑнчӗ.

Объявив это, Фаддеевна тут же засобиралась в обратный путь.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Фаддеевна аллинчи туйине сасартӑк, жезл пек, ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унтан хавхалануллӑн хаярланчӗ те кашни сӑмахах уйрӑммӑн каласа, хаяр, анчах ватӑ чӗринче нумай ҫулсем хушши йӑтса ҫӳренӗ тӗрӗс приговора вуланӑ пек пӗлтерчӗ:

Заметив это, Фаддеевна вдруг подняла клюшку, как жезл, сделалась вдохновенно-строгой и объявила раздельно, как жестокий, но справедливый приговор, выношенный в старческом сердце:

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пурин патне те килтӗм, — терӗ те Фаддеевна, йӗри-тавра ларакан хӗрарӑмсем ҫине хӑйне кура мар хаярлӑхпа пӑхса илчӗ.

— Ко всем пришла, — ответила Фаддеевна и с необычной для нее суровостью осмотрела женщин и девушек, сидевших вокруг.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Фаддеевна кӗтмен ҫӗртен килсе кӗни нумайӑшне тӗлӗнтерчӗ.

Многих удивил этот неожиданный приход Фаддеевны.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Хӗл хаяр пулать, — ӗнентерсе каларӗ Фаддеевна.

— Зима будет строгая, — убежденно ответила Фаддеевна.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Алӑк урати урлӑ каҫнӑ-каҫманах, Фаддеевна урайне туйипе хыпашлакаласа тата тепре ярса пусрӗ те, хӗрарӑмсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, нумай ҫулсем хушши ӗнтӗ турӑш пулман кӗтес енне тӑрса, виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илчӗ.

Едва переступив порог, Фаддеевна ощупала клюшкой пол впереди себя, сделала еще шажок и, не обращая внимания на женщин, троекратно перекрестилась, глядя в передний угол, где уже много лет не было икон.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Алӑк уҫӑлчӗ те алкумӗнче Силанти мучин арӑмӗ, хӗллехи вӑхӑтра килтен сайра хутра ҫеҫ тухса ҫӳрекен, пӗкӗрӗлсе кӗнӗ типшӗм Фаддеевна курӑнчӗ.

Открылась дверь, и у порога показалась сухонькая, согбенная старушка Фаддеевна, жена деда Силантия, в зимнее время редко выходившая из дому.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Марья Савишна е Наталья Фаддеевна, е тата Кузовковсем хӑйсен ачисемпе пӗрле хӑнана килнӗ имӗш, айтӑр, киле каймалла, — тет Антипка.

— Приехала, дескать, Марья Савишна, или Наталья Фаддеевна гостить, или Кузовковы со своими детьми, так пожалуйте домой!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ахӑр самана ҫитет! — аран-аран каласа хурать те Наталья Фаддеевна юлашкинчен, иккӗшӗ те чӗререн татӑлса макӑраҫҫӗ.

наступит светопреставление! — выговаривает наконец Наталья Фаддеевна, и обе плачут горько.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне мӗнле те пулин Наталья Фаддеевна пӗр-икӗ эрнелӗхе хӑнана килет.

Иногда приедет какая-нибудь Наталья Фаддеевна гостить на неделю, на две.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кам пулма пултарать-ха ҫак хӑна? — тет кил хуҫи арӑмӗ, — Настасья Фаддеевна мар-ши?

— Кто ж бы это гость? — скажет хозяйка. – Уж не Настасья ли Фаддеевна?

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех