Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унӑн (тĕпĕ: уна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян унӑн пӳртре те ларас килмест, чун текех тулалла, урамалла туртать.

Нынче ей и дома сидеть не хочется, душа все тянет наружу, на улицу.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Агнис унӑн ҫывӑх ҫынни пулма ӗмӗтленмест-ҫке, ун пек шухӑшлас та ҫук вӑл, мӗншӗн тесен Агнис вӗреннӗ ҫын мар…

Агниса же не мечтает стать его близким человеком, к тому же она так и подумать не смеет, Агниса же не образованная…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӗтӗмпех астуса илчӗ Агнис: каччӑн кӑмӑллӑ сӑнне те, унӑн хулӑнрах сассине те…

Всё вспомнила Агнис: и добродушное лицо парня, и его басовитый голос…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Район центрӗпе юнашар, пӗчӗк вӑрман пуҫӗнче вӑл, унӑн ҫурчӗсем аякранах курӑнса лараҫҫӗ…

Он находится рядом с районным центром, там, где начинается небольшой лес, его здания видны издалека…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Унӑн пуҫӗнчи шап-шурӑ тутри те, шурӑ кӗпин арки те утнӑ май варкӑша-варкӑша илеҫҫӗ.

И белый платок на голове, и подол белой рубахи развевались на на ветру.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ав епле иккен унӑн чӑн-чӑн ӑшчикки!

Вот какой оказывается у нее внутренний мир!

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Чӑн-чӑн юлташ мӗн тесен те унӑн пархатарлӑ ӗмӗчӗшӗн савӑнмалла кӑна.

Настоящий друг должен во что бы то ни стало радоваться его благородному желанию.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫавӑнпа унӑн министерствӑра мар, колхозра, хирте ӗҫлес килет.

Поэтому ему хочется работать не в министерстве, а в колхозе, в поле.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Текех вӗри хӑйӑр ҫинче выртас килмест унӑн, таҫталла каяс килет, хастарланса, пӗтӗм вӑйне хурса, темӗнле пысӑк ӗҫ тума ӗмӗтленет вӑл.

Больше ему не хотелось лежать на горячем песке, куда-то звало его, и он с энтузиазмом, изо всех сил мечтал о чем-то важном.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тумланасса Зоя яланах ӑста та хитре тумланать, хӑйне килӗшекен платьесем нумай, «модельнӑй» туфлисем темиҫе мӑшӑр унӑн.

Одевается Зоя всегда искусно и красиво, много платьев, которые ей нравятся, у нее несколько «модельных» пар туфель.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тахҫан Шупашкарта унӑн ячӗпе хисепленекен урам пулнӑ.

Когда-то в Чебоксарах была улица, носящая его имя.

Шупашкарти урама Сталин ятне пама сӗннӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33535.html

Министр шухӑшӗпе, ГТО - ятарласа палӑртнӑ тӗллев мар, унӑн тӗрӗслевӗ витӗр тухса ҫынсен хӑйсен пултарулӑхне хакламалла, ҫапла вара физкультурӑпа туслашса харпӑрхӑй сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Унӑн гранчӗ 450 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки тытса пынин пӗлтерӗшӗпе усси ҫинчен унӑн хастарӗсем пире аса илтерсех тӑраҫҫӗ, йывӑрлӑха лекнисене инкекрен хӑтармалли майсене пӗрлехи вӑйпа шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Ачалӑх ҫулӗсем унӑн Урал тӑрӑхӗнче иртнӗ.

Его детские годы прошли в Уральском регионе.

Балетмейстер юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33515.html

Унӑн кӗҫӗн юлташӗ Андрей Кузьмин ҫӑмӑл виҫеллӗ атлетсен хушшинче пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Пӗррехинче Ваҫук патне унӑн юлташӗ уроксем хатӗрлеме пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Пӗвӗ унӑн япшар, анчах кӑкри сарлака.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Унӑн, тухтӑр каланӑ тӑрӑх, ӳпки шӑнса пӑсӑлнӑ, часах киле ярасси те паллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Учительница унӑн умӗнчи таса хута сӗтел ҫине илсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех