Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унра (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унра калама ҫук савӑнӑҫ тӑвӑллашнӑ, хаваслӑ кӑшкӑру пулса тулалла сирпӗннӗ.

Невыразимая радость бушевала в нем и рвалась наружу возбужденным криком.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапах та ҫук ку учительре Андрей Васильевичра пурри, ҫук унра хӗлхем, ҫук унра чун хӑвачӗ, ҫук унра ырӑ талпӑну туртӑмӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурнӑҫ вӑл — ахӑравлӑ тӑвӑл, кашнийӗннех унра хӑйне валли ҫул тупма пӗлмелле… ӑҫта вӑл — ҫав ҫул?

А жизнь — бурелом, и нужно уметь найти в ней свою дорогу… где она?

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома ҫакна туйнӑ: вӑл ӗнтӗ ун патне кайсассӑн та, ӑна ӗлӗкхи тӗспе курас ҫук, иртнӗ калаҫу хыҫҫӑн унра мӗн те пулин улшӑннах ӗнтӗ, йышӑнасса та вӑл ӑна ӗлӗкхи пек йышӑнас ҫук, куласса та, темӗнле, шухӑша яракан, ӗмӗт-шанчӑк паракан куллипе кулас ҫук.

Фома чувствовал, что если он пойдет к ней, то увидит ее не такой уже, какой оставил, в ней что-то должно измениться после разговора с ним, и уже не встретит она его так ласково, как раньше встречала, не улыбнется ему ясной улыбкой, возбуждавшей в нем какие-то особенные думы и надежды.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унра пӗр кӑмӑл — Медынскаяна мӑшкӑл тӑвасси, епле те пулсан кӳрентересси ҫуйхӑннӑн вӑркаса тӑнӑ.

В нем кипело страстное желание оскорбить Медынскую, надругаться над ней.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах, ҫак ытарлӑ киленӳпе пӗрлех, унра асаплӑ та ҫивӗч туйӑм пурӑннӑ, вӑл — хӗрарӑм унтан аякра тӑнине, хӗрарӑм унран лайӑхрах пулнине туйни пулнӑ.

И рядом с этим обожанием в нем всегда жило мучительно острое сознание его отдаленности от нее, ее превосходства над ним.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Унӑн ҫак танлаштару тата хреснашшӗн сӑмахӗ унра темӗн чул шухӑш ҫуратнӑ, анчах вӑл вӗсенчен пӗрне кӑна лайӑххӑн тытса, формӑласа ҫитерме пултарнӑ.

Это сопоставление и речь крестного возбудили в нем целый вихрь мыслей, но он успел схватить и оформить лишь одну из них.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Купец патшалӑхра чи малти вӑй, мӗншӗн тесен, унра миллионсем!

Купец в государстве первая сила, потому что с ним — миллионы!

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан, пурнӑҫра ҫӳрекелеме пуҫласан, тарпа тата куҫҫульпе ҫулансан, унра вара чун пекки тата ӑс пекки ҫуралать…

А по мере того, как обращается он в жизни, впитывает в себя сальце да маслице, пот да слезы, образуются в нем душонка и умишко…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара, ҫавӑн чух, унра тӗксӗм те хирӗҫӳллӗ туйӑмсем хӗмленсе кайнӑ: унӑн, пӗр енчен, архитектора кӳрентерес килнӗ, ҫав вӑхӑтрах, тепӗр енчен, кӗвӗҫӳпе пӗрле, ӑна хисеплес те килнӗ.

Тогда в нем вспыхнули темные и противоречивые чувства: ему захотелось обидеть архитектора, и в то же время он почувствовал зависть и уважение к нему.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Медынская пирӗн ҫамрӑкӑн туйам ӑнтӑлуне ҫӗклемен, унра Пӑлаки евӗрлӗхӗ нимӗн те пулман, пӗтӗмӗшпех илсессӗн те, ӑна Фома ӑнлансах ҫитереймен.

Медынская не возбуждала в юноше чувственного влечения, в ней не было ничего похожего на Палагею, и вообще она была непонятна ему.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку шухӑш ӑна кӑмӑллӑ пулнӑ, унра ашшӗ пирки ырӑ та вӗри туйӑм ҫӗкленнӗ.

Эта мысль была приятна ему и возбуждала в нем доброе, горячее чувство к отцу.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах хӑш чухне унра урӑхла туйӑм та — амӑшӗ хӑйӗн ывӑлне йӑнӑшсенчен упрас, пурнӑҫ ӑс-тӑнлӑхне вӗрентес тесе тӑрӑшакан кӑмӑл майлӑрах туйӑм та вӑраннӑ, ку вӑл, унӑн малтанхи туйӑмӗ пекех, вӑйлӑн палӑрнӑ.

Но порой в ней пробуждалось иное чувство, — чувство, сходное со стремлением матери оберечь своего любимого сына от ошибок, научить его мудрости жить.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав ҫуйкӑнлӑх унра, пӗр тапрансан, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ҫунса тӑнӑ, вӑл вара, ҫулӑмланса кайнӑскер, унтан та кунтан ҫӗршер-пиншер тенкӗ укҫа яра-яра тытнӑ, укҫа шӑтӑртатнипе шӑнкӑртатнинчен нихҫан та тӑранасса пӗлмен пек ӑшталаннӑ.

Эта страсть горела в нем дни и ночи, он всецело поглощался ею и, хватая всюду сотни и тысячи рублей, казалось, никогда не мог насытиться шелестом и звоном денег.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах ӗҫӗ пачах та унра мар: эпир халӑха кӗрешӗве ҫӗкленме хатӗрлесе ҫитермен-ха.

Но вопрос вовсе не в этом: мы еще не успели поднять на борьбу массы.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӑна пӗтӗмпех асап, тарӑху пусса илнӗччӗ, анчах ҫапах та унра нӑйкӑшнине курма ҫукчӗ.

И мука застыла в его глазах, но все-таки в нем нельзя было увидеть нытье.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл хускалмасть, ҫывӑрнӑн туйӑнать, — унра виле ӳтӗн нӗрсӗр пӗлтерӗшлӗхсӗрӗ пачах та ҫук.

Оно было неподвижно и казалось спящим, — в нём не было уродливой бессмысленности трупа.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл ачана каланӑ: «Кермене таврӑн та Тӳпе ывӑлне кӗт, сана Тускуб тарҫисем ярса тытсан — пӗр сӑмах чӗнмесӗр вил; Тӳпе ывӑлӗ вилнӗ пулсан — унӑн ӳчӗ патне пыр та унра чул флакона туп, мана илсе килсе пар».

Она сказала мальчику, — вернись в усадьбу и жди сына неба, если тебя схватят слуги Тускуба, — умри молча; если сын неба убит, проберись к его трупу, найди на нём каменный флакончик, привези мне.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кам татӑклӑ-хӑюллӑ — влаҫ унра

Кто решился — у того и власть.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара пурнӑҫ унра — Аэлитӑра — вӑрлӑхланать.

И жизнь возникнет в ней, в Аэлите.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех