Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унра (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫнӑ чухне вӑл хуп-хура та ҫепӗҫ куҫӗсемпе мана тӳрех куҫран пӑхса калаҫрӗ, эпӗ унра именӳ пуррине пӗрре те курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ӑҫтан килнӗ вӑл шухӑш ун чухне, — пӗлместӗп, халь вара, темиҫе ҫул иртсен, тӗплӗн тишкерсе пӑхсан, унра пӗрремӗш иккӗленӳ сывлӑшӗ пулни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мӗншӗн тесессӗн чӑваш тӗрри вӑл илемлӗ ҫеҫ мар, унра хӳтӗлев вӑйӗ те питӗ нумай.

Куҫарса пулӑш

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Ҫакна тума вара пӗлӳ кирлине ӑнланнӑ, шӑпах ҫав вӑхӑтсенчех унра медицина ӗҫченӗ пулас ӗмӗт ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Унра эпӗ ырӑ кӑмӑллӑхпа ырми-канми тӑрӑшулӑхӗн сӑваплӑхне куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Чӑннипе, этемӗн ҫак ырлӑхран тухас та килмест, пӗтӗм чун-чӗрипе ырӑ ҫутҫанталӑка парӑнса, унра ирӗлсе ҫухалма та хатӗр вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Эпӗ тата ҫакна ӑнлантӑм: ҫын хӑйӗн ӗҫне чунтан-вартан юратсан, унра вӑл хӑйне тупсан ҫеҫ активлӑ, творчествӑлла, хӑйӗн мӗнпур вӑйне-халне, ӑс-тӑн пуянлӑхне карӑнтарса ӗҫлеме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Нарспин ҫӳҫӗ сарӑ пулас (унсӑрӑн унра епле сар чечек палли курӑнтӑр-ха), анчах куҫӗсем хуп-хура.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре тӑруках ырӑ-ырӑ пулса кайрӗ, ҫак тутлӑтутлӑ туйӑм унра самантрах амаланса, хӗмленсе, пӗтӗм чун-чӗререн хумхатса, ҫупӑрласа илчӗ, унӑн ешӗл, кӗҫӗн-кӗрӗм ҫеҫ тымарланнӑ ӑс-тӑнне пач хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн выльӑх чирлесен пулӑшас, сиплес туртӑм унра вӑйлансах пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Мӗн чухлӗ шанчӑк унра! —

Сколько веры! —

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Путвала ансан, вӑл хунар ҫутипе купӑста-хӑяр, кӑмпа каткисене, варени тултарнӑ пысӑк банкӑсене, пан улми ещӗкӗсене шултӑра ҫӗр улми, кишӗр-кӑшман куписене курчӗ те, унра каллех хуҫа туйӑмӗ, хӑй ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи иккенне пӗлсе тӑни ытти мӗн пур шухӑш-туйӑма хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӑхатӑн та тӗлӗнетӗн — мӗн чухлӗ лӑпкӑлӑх, ырӑлӑх хуҫаланать унра!

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Ҫавӑнпа та кӑҫал уява кашниех хутшӑнма, унра хӑйӗн тӳпине туйма тӑрӑшрӗ Фронтовиксен йышӗ чаксах пырать

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Ҫакӑн хыҫҫӑн Шаккур пӗр хушӑ шӑпах пурӑнчӗ-ха, анчах юлашки тапхӑрта унра каллех вӑрӑ чирӗ хускалчӗ, каллех вӑрӑ юнӗ вӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫченлӗхӗ те унра иксӗлми.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Мӗн чухлӗ пултарулӑх унра.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Республикӑра анлӑ правительство йӗркеленӗ, анчах нумай пулӑм «влаҫ вырӑнта пулнинчен» килет - шӑпах унра республика ертӳлӗхӗ вӑл е ку хулари, районти, ялти пурнӑҫа лайӑхлатмалли идейӑсен генераторне курать.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫывӑх ҫыннисем пирки ӑшшӑн каласа парать, ӗҫ пирки сӑмах пуҫарсассӑн вара унра вӑй-хал тапать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Чи япӑххипе чи лайӑххи пӗрлешнӗ унра.

В ней плохое перемешалось с хорошим.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех