Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана икӗ чыс тивет: ҫӗнтерӳллӗ вырас ҫарӗпе пӗрле кӗрешме тата халӑхсене тӗлӗнтерсе, вӗсен тавне илтме тивӗҫ пулнӑ полководец хушнине итлеме.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кӗтмен ҫӗртен, пурне те тӗлӗнтерсе, Валя Семеновпа Базанов хӑйсен ӑста пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.Неожиданное для всех представление показали Валя Семенов и Базанов.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хӗрӗн йӑваш уҫӑ сасси ӑна тӗлӗнтерсе янӑ.
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ҫынсем тӗлӗнсе те пӗтерейменччӗ, совет ҫыннисем вӗсене пушшех те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ.Мир не успел опомниться от восхищения и изумления, как советские люди еще больше удивили его.
Совет Союзӗ ҫӗр тавра вӗҫтерсе янӑ малтанхи спутниксем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пуп сӑмахӗсем мана ҫав тери тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, вӑл фарисейсем иудей халӑхӗн саккунӗсене тӳррӗн тытса пыракансем пулнӑ, халӑх яланах вӗсемпе пӗрле пырса хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ тесе кӑтартса пама тытӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ку шухӑш мана пӗтӗмпех тӗлӗнтерсе ячӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ, вӑл хаяррӑн, ҫилӗпе, хӑрлатакан сассине ҫав тери, ҫуйӑхас таранах хӑпартнипе мана тӗлӗнтерсе, калаҫма тытӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Яла палламан ҫӗнӗ ҫын пырса кӗни ӑна ҫав тери тӗлӗнтерсе янӑ пулас.Видимо, появление нового человека в деревне очень его поразило.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унӑн лаши мана чӑннипех тӗлӗнтерсе ячӗ, вӑл самаях лайӑх чупать.Лошадка его, к истинному моему удивлению, бежала очень недурно.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ку картӑна курни вӑрӑ-хурахсене манран та ытларах тӗлӗнтерсе ячӗ.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унтан хӑяймасӑр пӗр вырӑнта пускаласа тӑчӗ, вара сасартӑк, мана калама ҫук тӗлӗнтерсе ярса, чӗркуҫленсе ларчӗ те, ман еннелле тилмӗрсе аллисене тӑсрӗ.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Джон хӑй ҫак утрава пӗлни ҫинчен пӗр шикленмесӗр кӑтартса пани мана тӗлӗнтерсе ячӗ.Я был поражен тем, как хладнокровно Джон обнаружил свое знакомство с островом.
XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗррехинче вӑл, пире ҫав тери тӗлӗнтерсе, ялти темӗнле юратуллӑ юрӑ кӗввине шӑхӑрма пуҫларӗ, ахӑртнех, ӑна вӑл ҫамрӑк чухне, хӑй тинӗс ҫине каяс умӗн юрланӑ пулас.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ӑна ҫак ыйту шалт тӗлӗнтерсе янӑ, вара вӑл ун ҫинче тӑхтаса тӑнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ан ҫиллен ӗн-тӗ, Мукуҫ мучи, ан вӑрҫ, — айӑпа кӗнӗн, калас тенине йӑвашраххӑн пӗр кӗвӗллӗн тӑстарчӗ-тӑстарчӗ те йӗкӗт, юлашкинчен, старике каллех шалт тӗлӗнтерсе ярса, уҫӑ сассипе кӑлтӑр-р кулса ячӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кун пек вӑрӑ-хурахла пӑтӑрмахсене Фома ытти вӑйӑсемпе ҫӳревсенчен юратарах панӑ, вӗсенче вӑл хӑйне юлташӗсене тӗлӗнтерсе, ҫиллентерсе ямалӑхах паттӑррӑн тытнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ҫук, Демьян Демьянович! Ун пек ӗҫ мар ку, — терӗ Иван Иванович мӑнаҫлӑн, яланхи пекех килӗшӳллӗ, «ӑна килӗшӳпе татма ниепле те май килмест. Сыв пулӑр! Эсир те сыв пулӑр, господасем!» терӗ вӑл ҫавӑн пекех мӑнаҫлӑн, пурин ҫине те ҫаврӑнса пӑхса: «Хамӑн прошени кирлӗ пек пурнӑҫа кӗрессе шанатӑп», терӗ те, пӗтӗм присутствие тӗлӗнтерсе, тухса кайрӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Спартак хӑй ҫине ҫавӑн пек лайӑх кӑмӑлпа пӑхнине маннӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ҫак чаплӑ ҫын чыслани ӑна тӗлӗнтерсе ячӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫак кӗтмен ҫӗртен курӑнса кайнӑ юханшыв ӑна ҫав тери тӗлӗнтерсе ячӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вара кактуссен хыҫӗнче пытанса ларнӑ марсиансем халӗччен пулман, тӗлӗнтерсе аптӑратакан ӳкерчӗк курчӗҫ: тутӑхнӑ капмар ҫӑмарта, ҫурт капашӗллӗскер, кӗрлеме-ӳхӗрме пуҫларӗ, ун айӗнчен тусанпа тӗтӗмӗн хурарах хӗрлӗ пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.