Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑпах ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра сывлӑх тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑрах, хӳтлӗхре пулнӑ пек туятпӑр, пулӑшу кирлӗ пулсан йывӑр вӑхӑтра вӗсем вӗҫтерсе ҫитессе шанса тӑратпӑр.
Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r
Ӗненӗве тата тӗрӗслӗхе пӑхӑнса, эпир пурте ҫак кунӑн аслӑ пахалӑхӗсемпе, йӑли-йӗркипе пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑр ҫыхӑну тытнине туятпӑр.
Пишпӳлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... em-3754051
Пите форточкӑн ҫӳлти хӗрри патне тытсан, ӑшӑ сывлӑша туятпӑр.Приподнимем лицо к верху форточки — почувствуем теплый воздух.
Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Енчен те «вӑйлӑ» ҫын «вӑйсӑррине» тапӑнсан «вӑйлине» пӗтӗм ушкӑн хирӗҫ тӑма пултарать - тӗрӗслӗхе эпир ӑшпа туятпӑр.
Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373
Туятпӑр хамӑр айӑпа, йышӑнатпӑр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫак ачасемпе ӗҫлесе тепӗр чухне хамӑра ачасем пек туятпӑр, ҫамрӑклансах пынӑ пек туйӑнать».
Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo
Хамӑр хамӑра лайӑх туятпӑр.
Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570
«Яваплӑха туятпӑр, сӗт туянакансем пирӗнпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе ӗҫлетпӗр», – палӑртрӗ вӑл.
Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc
Ҫамрӑка пулӑшу кирлине туятпӑр: документсемпе тӗрлӗ организацие ҫитмелле.
Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.
Пӗр-пӗрин сывлӑшне те туятпӑр темелле.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ан васкат, хамӑр та туятпӑр, — теҫҫӗ ӑна лешсем.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шыв кранран юхма чарӑнсан хамӑра алӑсӑр-урасӑр тӑрса юлнӑнах туятпӑр.
Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/
«Туслӑ лару-тӑру», «Юрласа чуна кантаратпӑр», «Кунта хамӑра ҫамрӑк туятпӑр», — терӗҫ.
Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/
Вӑл ҫак сӑмахсен тӗшшине пӗлет, анчах туллин ӑнлантараймасть; эпир те ҫапла ятӑн е ятсен пӗлтерӗшне туятпӑр, анчах сӑмах чунне уҫса кӑтартакан, шӑв-шава темшӗн таҫталла тарса ҫухалтарма ӑнтӑлакан сас паллисене ӑсра палӑртаймастпӑр.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӗр енчен — вӗсем кирлӗлӗх вӑйне пула чӑнласах тӳсӗмлӗ; ассигнаци пек тӳсӗмлӗ, — мӗншӗн тесен уншӑн ылтӑнпа тӳлемелле, ҫав пулӑмсемпе вара килӗшӳ ҫук, мӗншӗн тесен — каллех — эпир вӗсем ҫӗнелсе улшӑнассине куратпӑр та туятпӑр.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗччен юласран хӑраса ҫурт-йӗртен аяккалла каймастпӑр; мӗн пур ӗҫе пӑрахрӑмӑр, лӑпкӑлӑх шыраса вырӑн ҫине ӳкнӗ ҫынсене канӑҫсӑр та йывӑр ыйхӑ тертлентерет; ачасем, пирӗн тӳлек пурнӑҫа аркатнӑ аслатне пула, чарӑнми йӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех — вӗсен амӑшӗсем те, — татти-сыпписӗр хӑранипе начарланса кайнӑскерсем; эпир, арҫынсем, ҫапӑҫакан вӑйсен влаҫне сирсе пӑрахас тӗллевпе тепӗр чухне пурте пӗрле утрава пӑха-пӑха, тӗпче-тӗпче ҫаврӑнатпӑр, пирӗн хамӑра ӗнентерес килет: утрав хуҫисем — пӗртен пӗр эпир кӑна; ҫакӑн хыҫҫӑн чӑннипех ҫапла иккенне ӗненсен тата сивлекрех шанчӑксӑрлӑха лекнине туятпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Чылай хушӑ эпир те, вӗҫевҫӗсем те хамӑра хамӑр айӑплӑ пек туятпӑр.В какой-то степени и мы и летчики чувствовали себя виноватыми.
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кунта ӗнтӗ эпир хамӑр килти пекех туятпӑр.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир кунта та хамӑра хуҫасем пекех туятпӑр.
Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир ҫак сӗм-вӑрманта хамӑра-хамӑр крепостьри пек туятпӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пурӑнма хӑнӑхса пыратпӑр.Мы чувствовали себя в лесу, как в крепости, и постепенно обживались в нём.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.