Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тухатӑн (тĕпĕ: тухат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хусана илнӗ хыҫҫӑн та вырӑссене хирӗҫ тухатӑн пулсан мана хӑвӑн тӑшману тесе шутла.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ху та чӑтса тӑраймастӑн, пирӗн патах пырса тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑҫта инҫе ҫула тухатӑн терӗ те, сирӗн яла кайма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулу сан ҫакӑн пек: Мускавран Рязане тухатӑн, вара Мещера урлӑ Сӑр шывӗ патне каятӑн, ыттисене унта кӗтетӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа тухатӑн та, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать — унта ял ҫунать, кунта ял ҫунать, унта хурах кӑшкӑраҫҫӗ, кунта хурах кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Умывальник умӗнче черет ҫитессе кӗтсе тӑмасӑр тула сирпӗнсе тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тухатӑн та хире, мӑнтарӑн, тӑвӑн ҫӗр кӑкринчен юлашки нӳрӗк мӑкӑрланса пӑсланнӑн туйӑнать: аталанакан ҫеҫкесем типеҫҫӗ, тулакан тырӑ пӗрчисем хӗртнӗ ҫатма ҫинчи пек вӗтеленсе ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

«Атӑла тухатӑн.

— К Волге выведет.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ак, Атӑла тарса тухатӑн — Куратӑн: вӑл та хурлӑхра».

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах эсӗ те тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла эсӗ хӑвӑн ҫыннусене ертсе тухатӑн? — ку сӑмахсене илтмен пек ыйтрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗнтӗ кӑҫал вӑйлӑ тырпул ҫитӗнтеретӗн, чапа тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ эсӗ крыльца ҫине тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусана ярас пулсан Шупашкара кӗрсе тухатӑн, аҫупа аннӳ вил тӑприне кӑштах йӗркелетӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чун туртнипе каятӑн-и ӗнтӗ таҫта аякка е аҫу-аннӳ хушнипе кӑна качча тухатӑн?

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑмӑллӑнах сиксе тухатӑн пулсан, тата тарӑнрах чав.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Клиникӑра ӗҫлетӗн, ученӑя тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫук ӗнтӗ, итлеме юрататӑн пулсан кӗрсех тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яланах ҫапла: тутарсем хӑваланипе ирӗксӗртен хӗҫ ҫакса тухатӑн та маттур ҫынсене ҫухатса каялла таврӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паймук лашипе пӗр сехетре ҫирӗм ҫухрӑма тухатӑн, анчах вӑл, улӑм ҫисе пурӑнас пулсан, чупма мар, чӗрӗ те юлас ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех