Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Вӗсем кайрӗҫ, вӗсем унта ту ҫине улӑхса Есхол айлӑмӗ патне ҫитнӗ, ӑна пӑхса ҫаврӑннӑ; 25. ҫав ҫӗрӗн ҫимӗҫӗсене пирӗн пата илсе килчӗҫ, хыпарпа таврӑнса ҫапла каларӗҫ: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире паракан ҫӗр лайӑх ҫӗр, терӗҫ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара сире каларӑм: эсир Аморрей тӑвӗ патне килсе ҫитрӗр, Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, ӑна пире парать; 21. акӑ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре сана парать, пыр, хӑвна Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри, каланӑ пек, ӑна еткерлӗхе ил, ан хӑра, сехӗрленсе ан тӑр, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпир вара, Ҫӳлхуҫа, Туррӑмӑр, хушнӑ пек, Хорив тӑвӗ патӗнчен тапранса тухрӑмӑр та хӑвӑр курнӑ аслӑ та хӑрушӑ пушхир тӑрӑх Аморрей тӑвӗ еннелле выртакан ҫулпала килтӗмӗр, ҫапла Кадес-Варние ҫитрӗмӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа саккунӗ санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчех пултӑр тесе, аллу ҫине картса хур, ҫамку ҫине ҫырса хур, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] сана Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав кун хӑвӑн ывӑлна каласа пӗлтер: ҫакна Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] мана Египетран мӗнле илсе тухнине асӑнса тӑватпӑр, те.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей каланӑ: хамӑрӑн пӗчӗк ачамӑрсемпе тата хамӑрӑн ватӑсемпе, хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсемпе тата хамӑрӑн хӗрӗмӗрсемпе кайӑпӑр, тата хамӑр сурӑхсемпе, хамӑр вӑкӑрсемпе кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] уявӗ пирӗн, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей хуравласа каланӑ: сана пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр евӗрли урӑх никам та ҫуккине пӗлтерме эсӗ каланӑ пек пулӗ; 11. шапасем сан патӑнтан, санӑн килӳ-ҫуртунтан [тата хирӳсенчен], санӑн чурусем патӗнчен те, санӑн халӑху патӗнчен те сирӗлӗҫ; вӗсем ҫырмара анчах юлӗҫ, тенӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.