Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темлерен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутласа лартӑм-лартӑм ҫапла темлерен темле: «Аннен виҫӗ ача, аттен — пӗрре те ҫук. Тӗрӗс-и ку? Мӗн-ма пулмалла мар-ха пире чунтанах юратакан аттен пӗр ача та пулин?..» — тетӗп хама хам.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Савӑнса ил хӑть темлерен темле, аттуш тек пуҫа усса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Темлерен пӗрре ҫут тӗнчере Пӗчӗкҫеҫ принц пурӑннӑ.

«Жил да был Маленький принц.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унтан темлерен хӑрах урине вӗҫертрӗ те Петюка пӗррех ура кӗллипе сӑмсинчен начлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Таранов темлерен: «Арлашкин та пурӑна киле чун-чӗререн ӳкӗнмӗ-и, Варламова ҫавӑн чух эрех чӑнах ӗҫтертӗм ҫав тесе кама та пулин каласа памӗ-и?» — тесе шухӑшласа илчӗ те «Нит» ятлӑ калав ҫырчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эс ӑна тахҫан темлерен «кулак ывӑлӗ пекех хытӑ ҫын» тесех йӗкӗлтенӗ, ҫавна асра тытса ҫӗмӗрлет вӑл халь.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине тахӑш тӗлте темлерен Сулагаев ҫапларах та каларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку сӑмахсене пӗррехинче темлерен Маринэ каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав синкерлӗ кун аслатиллӗ ҫумӑр тулхӑрса килнӗ вӑхӑтра киле ҫитсе кӗрсен Микихвер темлерен хур чӗпписем ҫинчен аса илнӗ те арӑмне Урпаш хӗррине хӑвалама тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пытармалли ҫук, пирӗн хушша Глафира темлерен хӗсӗнсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Темлерен вӑрӑм хӳреллӗ чакак чакӑлтатса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унта-кунта ҫеҫ хӑйӑ ҫутисем курӑнкалаҫҫӗ, темлерен йытӑ вӗрни илтӗнет те каллех шӑпланать.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак ним те ӑнкарманни ача чухне темлерен килсе тухатех…

Все же эта забитость в детстве нет-нет, да и отрыгнется…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Темлерен икӗ ултавҫӑ тӗл пулнӑ та, вара…

Какой-то случай свел этих двух мошенников, и…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Темлерен кӑна ҫӑл патӗнче витре кӑштах кӗмсӗртетсе илет, калитке чӗриклетни илтӗнет, таҫта ӗне хуллен мӗкӗрсе илет, унта-кунта мӑрьерен йӑсӑрланакан шурӑ тӗтӗм кӗрхи кӑвак тӳпере кӑшт кӑна палӑрать.

Только иногда чуть звякнет у колодца ведро, скрипнет калитка, глухо промычит корова в закутке да кое-где скупо заструится в сером осеннем небе дымок из трубы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

— Петя пичче, темлерен пӗрре, унӑн Ленинградра тӑванӗсем пур тесе каларӗ, анчах вӗсем камсем пулнине, ӑҫта пурӑннине каламарӗ.

— Дядя Петя как-то сказал, что у него есть родные в Ленинграде, но кто они и где живут, — не сказал.

1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Пӗр ирхине кӑнтӑрлахи кӗлӗ пуҫланас умӗн купец коврикӗ ҫине темлерен суккӑртарах старик пырса тӑнӑ.

Как-то раз утром, перед началом обедни на купеческий коврик встал подслеповатый старик.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Темлерен пӗрре, перемена хушшинче, Никифор Савельевич класа кӗнӗ те, парта хушшинче Костриковпа юнашар Филиппов тӑсланкӑ ларнине курнӑ.

Как-то во время перемены в класс вошел Никифор Савельевич и увидел, что рядом с Костриковым на парте сидит верзила Филиппов.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Темлерен пӗр вырсарникун Саня Серёжӑна тӗл пулнӑ та шухӑша кайса ҫапла каланӑ: — Манӑн ҫӗнӗ хыпар пур, — эпӗ УГУ-ра вӗренместӗп, кӗркунне Вяткӑна, реальнӑй училищӗне каятӑп, — тенӗ.

Как-то в воскресенье Саня встретил Сережу, чем-то озабоченный: — А у меня новость, — заявил он с важностью, — в УГУ я больше учиться не буду, а осенью поеду в Вятку, в реальное училище.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех