Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахҫанхи сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫанхи (тĕпĕ: тахҫанхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пӗр-пӗрне ыррӑнах сывлӑх сунчӗҫ, тахҫанхи пӗлӗшсем пек, ал тытрӗҫ-ха тата.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗрҫӗ хӑй вара тахҫанхи савнине курнипе пӗрре те хыпӑнса ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чипер юл ӗнтӗ, ман тахҫанхи дустӑм Тукай мӑрса.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен телейне, Ахтупайӑн тахҫанхи тусӗ Нургали килӗнчех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атьӑр тахҫанхи туссем пек шаккаса ӗҫер.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртӗр тӗпелелле, манӑн тахҫанхи дустӑмсем, вырӑс патшин шанчӑклӑ аскерӗсем.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Саламлатӑп сире, Ту енчи мӑрсасем, вырӑс патшалӑхӗн тахҫанхи тӑшманне — Хусана парӑнтарнӑ ятпа, ҫӗнтерӳ тунӑ ятпа саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ушкӑнра тахҫанхи туссем: Ахтупай, Северьян, Ятламас, Иливан тата Ахтупай арӑмӗ Эрнепи — пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эх, Тукай мӑрса, ман тахҫанхи тусӑм Тукай мӑрса! — чунтан эрленсе калаҫрӗ Шигалей, — ҫынсем ҫапӑҫса чап илеҫҫӗ унта, эпир санпа ӗнсене хыҫса тунсӑхласа ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, ку ҫын Тукай мӑрсан тахҫанхи тусӗ Иван Семенович Черемисинов пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусантан мар, Мускавранах килнӗ, Тукайӑн тахҫанхи тусӗ пулмалла, — ӑнлантарчӗҫ лешсем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Казанка Атӑла юхса тухнӑ ҫӗрте воеводӑсене Шамсей князь, тахҫанхи патша тӗпчекӗ Хан-Кильдей тата ытти мӑрсасемпе улансем кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахмедзян, унӑн тахҫанхи тусӗ, ӑна ҫавӑн пек вӑхӑтра Хусана кайма парать-и?

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аннене тупасчӗ те киле пӗрле таврӑнасчӗ, — хӑйӗн тахҫанхи шухӑшне каларӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗр-шыв типеспе яла унӑн тахҫанхи тусӗ — кӗслеҫӗ Янтуш мучи килчӗ, Пикпав ӑна та паллаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тахҫанхи тусне тӗл пулнӑ пек, кулса кӑна калаҫать унпа.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йывӑҫа ҫунтарса ӑшӑ тӑвассине ҫын тахҫанхи ӗмӗртех шухӑшласа тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Кӑҫал, акӑ, талантлӑ ентешӗн тахҫанхи ҫутӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ: вӑл куракансене хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Вӗренӳре, документсемпе, хутшӑнура йывӑртарах: тахҫанхи кивҫенсем, хут ҫинчи йӑнӑшсем ҫиеле тухаҫҫӗ.

В учебе, документах и общении у Весов напряженка: всплывают какие-то старые долги или последствия ошибок в бумагах, отчетах, письмах.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех