Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахҫанхи сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫанхи (тĕпĕ: тахҫанхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Финанс лару-тӑрӑвӗ лайӑхланни тахҫанхи ӗмӗте пурнӑҫлама май парӗ.

Также улучшение материального положения поможет вам осуществить давнюю мечту.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнери сӗнӳ - тахҫанхи ӗҫсене тимлӗ туса пӗтермелле, ӗлӗкхи туссем патне шӑнкӑравламалла, хальлӗхе ҫӗннисене шырамалла мар.

Этот период советует — сейчас лучше всего внимательно доделать старые дела, обзвонить старые контакты и пока что, не приступать к поиску новых.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗр, тахҫанхи кӳренӳсене ан аса илӗр.

Проведите время с пользой, не вспоминайте былые обиды или размолвки.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсем тахҫанхи лайӑх пӗлӗшӗпе тӗл пулаҫҫӗ.

Мужчины же, скорее всего, встретятся с давними хорошими знакомыми.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсем тахҫанхи тусӗсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ.

У мужчин в этот период есть возможность встретиться со старыми друзьями.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрарӑмсен килти ӗҫ нумай пулӗ, тахҫанхи пӑтӑрмахсем те хӑйсем пирки аса илтерӗҫ.

У женщин, вероятнее всего, будет достаточно много домашних хлопот, при этом могут сказаться проблемы давно минувших дней.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем сире тахҫанхи пысӑк ӗмӗте пурнӑҫлама пулӑшӗҫ.

Звёзды помогут вам в исполнении вашего давнего желания или плана.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗвел пӑхсан, хурӑн вуллинчи тахҫанхи турат куҫӗнчен, куҫҫуль пек, хура сухӑр юхса тухать те — сухӑр шӑрши сарӑлать, ҫын кӑкӑрне кӑтӑклать.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кунта тахҫанхи ҫирӗк тӗмисен вырӑнӗсем ӗнтӗ тыллапуҫҫи ҫеҫ пулса юлнӑ — курӑкне те ҫулма ҫук, тыллапуҫҫисем ҫинче текерлӗк йӑвисем.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ыран каймалла пуль, — терӗ Саня хуллен, унтан вӑл тахҫанхи тусӗпе калаҫнӑ пекех кӑмӑл-шухӑшне уҫса парса калаҫма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ахӑртнех, тахҫанхи пӑтӑрмахсем хӑйсем пирки аса илтерӗҫ.

Велика вероятность, что дадут о себе знать старые, забытые проблемы.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫсем хӑвӑрт йӗркеленӗҫ, тахҫанхи ыйтусем татӑлма, кивҫен тавӑрса пама пултарӗҫ.

Дела будут продвигаться быстро, могут решиться старые проблемы, вернутся старые долги.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, сирӗн тахҫанхи ыйтӑва татса пама май килӗ.

Возможно, вам удастся решить давнюю семейную проблему.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кайӑк юрри тахҫанхи каҫа аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Ан ҫыр ман пирки, намӑса ан яр, манса кай мӗн пулнине», тесе калама килнӗ ӗнтӗ ку», — шухӑшларӑм эпӗ вӑл хӑйне хӑй ирӗклӗн, хаваслӑн, тахҫанхи ҫывӑх юлташ пек тыткаланине курса.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Атьӑр, Сергей Андрейч, апат ҫисе килер, — терӗ мана Григориу, тахҫанхи юлташне чӗннӗ пек кӑмӑллӑн, тараватлӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Е тахҫанхи хутшӑнусем ҫӗнелӗҫ.

Либо могут возобновиться старые отношения.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тахҫанхи ӗҫсене татса памалли лайӑх тапхӑр.

Наступил хороший период для того, чтобы решить давние дела.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ӳсӗр пулин те, тахҫанхи пӑтӑрмах ҫинчен йӗркеллех каласа патӑн, йӗркеллех, — терӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫанхи Этмен пӑлхавӗ патнех ҫитес марччӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех