Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татса (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван чӗлхен хӑватлӑ юхӑмне чарса тӑракан пӗвене татса янӑ пекех туйӑнчӗҫ мана поэт сӑввисем.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Щетинкин отрячӗ вутлӑ ункӑна татса тухнӑ, ҫав хушӑрах йывӑр тиенӗ обоза, хӗрлӗ армеецсен арӑмӗсемпе ачи-пӑчине ҫӑлса хӑварнӑ, тӑшманӑн 200 ҫынлӑ заставине ҫапса аркатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫимӗҫсене тутанса пӑхсан ҫеҫ вӗсене йывӑҫ ҫинчен татса ҫиме юранӑ.

Лишь отведав освященных плодов можно было снимать их с дерева и есть.

Панулми сӑпасӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... as-3395882

Темрен килет ҫакӑ — те хамӑртанах, те ҫӳлти вӑйсенчен, кӑна татса калама хӗн.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Кадрсем ҫителӗклӗ, вӗренӳпе воспитанин пурлӑх никӗсӗ ҫирӗп, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе татса памалли ҫук, пӗтӗм ӗҫчен медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Сакӑр вунна ҫитсе пыракан шур сухал паянхи кун та обществӑлла ӗҫсенчен пӑрӑнса юлмасть, хал ҫитерсе ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшать, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса панӑ ҫӗре хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ватта сума суни ырӑ пулӑм // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/chyslav/2023-08- ... -m-3388982

«Мускавпа Исламабад терроризма хирӗҫ тата афган ҫул-йӗрӗсенче, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери кун йӗркин ытти активлӑ ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе хастар хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ», - тенӗ телеграммӑра.

«Москва и Исламабад активно взаимодействуют на антитеррористическом и афганском направлениях, а также в решении других актуальных вопросов международной повестки дня», — говорится в телеграмме.

Путин Раҫҫейпе Пакистан пӗрлӗхӗн ӳсӗмне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... tn-3388853

Вӗренӳпе, юридиципе тата чикӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалли пӗлтерӗшлӗ тапхӑр.

Решающий момент для дел, касающихся повышения образования, юридических и заграничных вопросов.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ патшалӑх учрежденийӗсене кайса е ӗҫтешсемпе калаҫса пӗтӗм ыйтӑва татса пама пулать.

Период, когда можно решить все свои проблемы, обратившись в государственные учреждения или контактируя с вашими непосредственными коллегами.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ.

Этот период является благоприятным для того, чтобы решить важные вопросы.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре ӗҫ нумай, анчах хӑвӑра лӑпкӑ тытӑр, ыйтусене майӗпен татса парӑр.

На работе ожидается завал, но при этом оставайтесь спокойными, решайте проблемы по мере их поступления.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йӑлари ыйтусене татса памашкӑн та ӑнӑҫлӑ эрне.

Сейчас благоприятное время для решения различных бытовых вопросов.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мероприятинче хутшӑнакансене вӑрманта хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен каласа панӑ, эмел ӳсентӑранӗсем ҫинчен викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ, экологи задачисене татса панӑ, тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ.

В начале мероприятия участникам рассказала о правилах поведения в лесу, отвечали на вопросы викторины, о лекарственных растениях, решали экологические задачи, участвовали в различных конкурсах.

Ҫулла, хӗвел, вӑрман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387586

Вӑрнар районӗнчи тӗслӗхпе кӑмӑлсӑрланчӗ: ҫӗр лаптӑкне строительство валли уйӑрнӑ, унтан вара электролинин икӗ юпине куҫарас ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе виҫӗ уйӑх ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ҫавна май социаллӑ ыйтусене татса парассине укҫапа никӗслесси чӑрмавсӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Кун йӗркинче Ҫӗнӗ Шупашкарпах ҫыхӑннӑ тепӗр ыйту та пулчӗ — унти химипе механика техникумне ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва татса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Ҫӗнӗ ҫулччен нумаях та юлмасть те — контрактсене вӑхӑтра пурнӑҫласан та тивӗҫлӗ документсене хатӗрлемешкӗн шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ, мӗн пур ыйтӑва ҫулталӑк вӗҫлениччен татса параясси иккӗленӳллӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Вӗсен ыйтӑвне татса пама пӗтӗмпе 4 миллиард тенке яхӑн кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Калӑпӑр, 7-8 ачаллӑ ҫемьесене тӳлевсӗр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине татса панӑ ӗнтӗ, кӑҫал 6 ачаллисене хваттер парассине те вӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Паян республикӑра суту-илӳ инфратытӑмӗ ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫӗнӗ лавккасем уҫӑлаҫҫӗ, таварсен ассортименчӗ пуянланать, халӑх ыйтӑвӗсене татса парассин пахалӑхӗ лайӑхланать.

Сегодня в республике успешно развивается торговая инфраструктура, открываются современные магазины, расширяется ассортимент товаров и улучшается качество обслуживания населения.

Олег Николаев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/22/ole ... ika-torgov

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех