Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тар сăмах пирĕн базăра пур.
Тар (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хытӑрах ӗҫлӗпӗр, ҫурӑма тар кӑна мар, тӑвар тухиччен.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Эсӗ те тӑват-пилӗк пин укҫашӑнах хуҫалӑхра тар тӑкмӑттӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анчах вӗсене аттене тар тӑкса ӗҫленӗшӗн панӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

…Чӗп-чӗр юн, лачкам тар, вунӑ ҫухрӑм пӗр чарӑнмасӑр сиккипе чупнӑ лаша пек хашкаса пырса кӗчӗ Макар Кузьмич хӑй килне!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Урнӑ вӑл, урнӑ, ухмаха ернӗ, тухса тар часрах! — ҫухӑрса янӑ Энтрей арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Вӑл кӑвакарса ларнӑ пир кӗпепе, кӗпи ҫурӑмӗ ҫинчи аҫлӑк тӗлӗнче ҫеҫ тар ҫапманнипе шап-шурӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ҫак ҫӑкӑршӑн епле тар юхтарнине каласа пама чухлайрӗҫ-ши колхоз правленийӗнчи ҫынсем?

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Плуг кустӑрмин сассине, тӑр-тӑрисен юррине илтсе савӑнакансем хушшинче, уй-хирте тапса тухнӑ тар шӑршин тутине лайӑх пӗлекенсем хушшинче пӗр Суратов та пулмӗ-шим?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗчӗкрен ӗҫре тар тӑкса ӳсрӗ Павӑл, хула пек кил-ҫуртри пӗртен-пӗр ача, пӗртен-пӗр арҫын чунӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Мӗн чухлӗ пулӑшман-ши эсӗ мана, мӗн чухлӗ тар тӑкман-ши маншӑн ӗҫлесе.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ан пӑрӑнах, ырӑ, усалран, ан тар унран!

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хӑйне те шеллемест, бригадине те юлашки тар пӗрчи тухиччен ӗҫлеттерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аннӳ ҫинчен, Володя ҫинчен, сан ҫинчен, кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар юхтаракан, шыва кайнӑ пек йӗпенекен мӗнпур ҫын ҫинчен шухӑшласа ҫӳретӗп ҫак кунсенче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Упӑшку кунӗн-ҫӗрӗн уйра тар тӑкнӑ вӑхӑтра ҫӗр выртса туйра сикрӗн иккен-ха?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тар кӑларса пыр!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл эпир тар юхтарса ӗҫленӗ ҫӗрсене туртса илес, хамӑр вӑйпа ӗҫлесе тунӑ тырпула тата нефте туртса илес тӗллеве лартать.

Он ставит своей целью захват наших земель, политых нашим потом, захват нашего хлеба и нашей нефти, добытых нашим трудом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫав япаласене эп хура тар тӑкса туяннӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ ӗнтӗ хӑй пӗлекен ҫынсене Наталь.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗн кирли пурте пулсан ҫын тени тар тӑксах ӗҫлеме хыпса ҫунать-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав териех хитрелетсе ҫырма ҫӗрӗн-кунӗн хура тар тӑкакан ҫӗр ҫыннинчен кӑшт та пулин вӑтанмалла, кӑшт та пулин!

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗн вара, мӗскӗн янаварсен, ҫав ҫутӑ пуласлӑх ҫӗр ҫине ҫитессе ӗмӗтленсе сӗлеке ҫӑта-ҫӑта хура тар тӑкнипех ҫырлахмалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех